15 октября 2010 г.
Раççейре пĕтĕмпе 53 пин шкул, вĕсенчен 34 пинĕшĕ ял тăрăхĕсенче вырнаçнă. Çавăнпах ĕнтĕ ял шкулĕсенче çамрăксен йышĕ нумаях мар.
Кăçалтан патшалăх ялта ĕçлесе пурăнма килĕшекен çамрăк учительсене пысăк укçа-тенкĕ тÿлеме шантарнă. 500 пин тенке педагог хăйне кирлĕ пек тăкаклĕ. Анчах та вырнаçнă шкулта сахалтан та пилĕк çул ĕçлеме тивĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн, кунта административлă тата ачапа ларнă декрет отпускĕсем кĕмеççĕ.
РФ Вĕрентÿпе наука министерстви «Пирĕн çĕнĕ шкул» программăпа килĕшÿллĕн регион влаçĕсенчен ял шкулĕсенче кирлĕ вакансисен шутне ярса пама ыйтнă. 1000 çынран тăракан список хатĕр. Ăна Министерство сайчĕ çинче те курма пулать. (WWW.mon.gov.ru). Кунтах анкета та пур, енчен те мĕнле те пулин ваканси интереслентерсен, ăна тултарса палăртнă адреспа ярса пама юрать. Претендентсен мĕнпур заявленине пăхса тухаççĕ, суйласа илнĕ кандидатсемпе кайран килĕшÿсем тăваççĕ. Вĕренсе тухаканăн дипломĕ çинче «3» паллă пулмалла мар тата çитĕнÿсем те кирлĕ - наука ĕçĕсем, хисеплĕ ятсем...
Вырăнти влаçсен çамрăк учителе пурăнмалли кĕтеспе тата «вĕренсе тухнăскере хавхалантармалли укçа-тенкĕпе» («подъемнăй») тивĕçтермелле. Федерацинчен вара ĕç укçи çумне çур миллион тенкĕ хушса тÿлĕç. Ăна икĕ тапхăрпа, 2010-2011 çулсен вĕçĕнче тата 2011-2012 вĕренÿ çулĕсенче, 250-шар пин тенкĕ куçарса парĕç. Квотăпа килĕшÿллĕн Чăваш Ен валли федераци пулăшăвĕ памалли 10 учитель вакансийĕ уйăрнă. Пирĕн республикăна субсидие федераци бюджетĕнчен ноябрьте куçараççĕ.