АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитес кану вăхăтне хатĕрленсе

15 октября 2010 г.

Райадминистрацин санитарипе эпидемие хирĕç кĕрешекен комиссин членĕсем кашни уйăхрах пуçтарăнса тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яваççĕ. Ку хутĕнче вĕсем ачасен «Романтика» кану лагерĕнчи ĕçсем пирки çивĕччĕн калаçрĕç.

«Кану лагерĕ районта 30 çул каяллах ĕçлеме тытăннă. Çак хушăра тăтăшах юсав ĕçĕсем тусах пынă пулин те хăш-пĕр туса ирттермелли ĕçсем нумайланнă. Тĕслĕхрен, шыв скважини кивелсе çитнĕпе пĕрех, мунча та çын аллине кĕтет, пурлăхпа техника бази те чылай хавшанă тата ытти те. Лагерь ачасене сывлăхпа савăнăç кÿтĕр тесен çитес кану вăхăчĕ тĕлне кунта чылай вăй хума тивет. Кăçалхи çуллахи каникул вăхăтĕнче пирĕн районти 300 ача тĕрлĕ лагерьсенче каннă, çав шутра 233-шĕ - «Романтика» кану лагерĕнче. Çавăн пекех шкул çумĕнчи лагерьсенче 491 ача пулнă. Социаллă пулăшу кирлĕ, ăнăçсăр çемьери ачасене те айккинче хăварман, май килнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Кун пек ачасене чи малтан лагерьсене вырнаçтарнă, ĕçлеме пултараканнисене тĕрлĕрен ĕçсене вырнаçтарнă. Ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă 14 çултан пуçласа 18 çула çитнисене 358 ачана çуллахи каникул вăхăтĕнче ĕç вырăнĕсем тупма пулăшнă. Ачасем - пирĕн пуласлăх тетпĕр пулсан, пирĕн вара вĕсемшĕн ĕçлемелле. Май килнĕ таран пулăшмалла, пултарулăхне аталантарма тăрăшмалла», - терĕ комисси председателĕ Ю.Соколов канашлăва ертсе пынă май. Çавăн пекех вăл «Романтика» кану лагерĕнчи ĕç-хĕл пирки тата тепĕр кану вăхăчĕ çитиччен тумалли ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ.

Канашлăва халичченхи пекех Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи территори управленийĕн Çĕрпÿ уйрăмĕн начальникĕ Т.Гермонова, район больницин тĕп врачĕн заместителĕ Н. Эсенкулов, «Романтика» кану лагерĕн директорĕ С.Максимов, ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн методисчĕ Т.Петрова хутшăнчĕç. Пурте вĕсем ачасен канăвне йĕркелес ыйтусем пирки тухса калаçрĕç, мĕнпур çитменлĕхсене çитес кану вăхăчĕ пуçланиччен вĕçлеме палăртрĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика