15 октября 2010 г.
Илемлĕ шкулăн территорийĕ те илемлĕ пулмалла. Илеме шăрăх çанталăкра упраса тăма та йывăр пулчĕ. Апла пулин те çăвĕпех, халĕ те чечексем ÿсеççĕ. Çăвĕпех шкул çумĕнчи лагерь ĕçленĕ.
Ачасем пур пахча çимĕçе те хăйсемех пăхса çитĕнтернĕ. Райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов август вĕçĕнче шкула килсен çапла каланă иккен: «Шкул территорийĕ - Голланди пĕр пайĕ». Çу тăрăшшĕпех çирĕп графике пăхăнса шкул участокĕнче вăй хураççĕ ачасем. Çавăн пекех шкул ачисем «Романтика», «Золотой колос», «Белые камни» лагерьсенче каннă.