АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юратнă учитель

15 октября 2010 г.

2008 çулта пирĕн ялта çĕнĕ шкул уçăлчĕ. Вăл районта кăна мар, республикăра та лайăххисен шутĕнче. Шкул çĕнĕ йышши оборудованипе те пуян, кунта аслă категориллĕ вĕрентекенсем ĕçлеççĕ.

Эпĕ вара шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ çинчен - Людмила Яковлевна Дзюба çинчен - каласа парасшăн. Вăл манăн юратнă учитель, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Людмила Яковлевна пĕтĕм енчен аталаннă, пысăк пĕлÿллĕ филолог. Пире, унăн вĕренекенĕсене, çакăн пек çынна тĕл пулни пысăк телей. Уроксенче те ачасене хăйне евĕрлĕ йывăр заданисем парать. Çав вăхăтрах пĕтĕм йывăрри, ăнланманни вăл каласа панă хыççăн уçăмланать. Людмила Яковлевна çирĕп ыйтакан, хушакан учитель. Эпир унпа пĕр ÿсĕмри çынсем мар пулин те, вăл пирĕн чи çывăх юлташ. Акă нумай пулмасть кăна Болдинăна экскурсие кайса килтĕмĕр. А.С.Пушкин çак илемлĕ вырăнта пурăннă 3 уйăх хушшинче 50 ытла произведени çырма пултарнă. Нимĕнле талантлă поэт та çакăн пек кĕске вăхăт хушшинче çакăн чухлĕ произведени калăплайман. Эпир хамăр куçпа курма пултартăмăр çак тĕлĕнтермĕш вырăна. Çак таврари хитре хурăнсемпе юмансем пулăшнă-ши ăна; Юмансем, пĕвесем пулăшнă-ши; Усадьбăра 5 пĕве, пысăк хуралтăсем. Пĕтĕмпех интереслĕ пулчĕ ачасене; Пушкин пурăннă çурт та, управляющи кабинечĕ те, авăнчăк кĕпер те, лашасем тытнă вите тата мунча. Темĕн те пур иккен усадьбăра. Уйрăмах аслă поэтăн кабинечĕ кăсăклантарчĕ пире. Александр Сергеевич хăй çырнă ал çырăвĕсене те куртăмăр.

Асăнмалăх сăн ÿкерчĕксем туса савăнăçлă кăмăл туйăмпа каç енне киле кайма тухрăмăр. Аякри тавралăх тем чул лайăх пулсан та, тăван Чăваш çĕрĕ - чи ытарли те пахи.

Çакăн пек çул çÿревсем ачасене аталантараççĕ, вĕсене тавра курăмлă ÿсме пулăшаççĕ.

Кам тăрăшнипе пулнă тетĕр-и çак мероприяти; Людмила Яковлевна тăрăшнипе. Пысăк тавтапуç сире, Людмила Яковлевна.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика