АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тумхахлă, çапах та пархатарлă

15 октября 2010 г.

Çуралнă, ÿснĕ, шкулта вĕреннĕ, аслă пĕлÿ те илнĕ, çапла кĕскен сăнласа пама пулать çыннăн пурнăçне. Çак хушăра вара мĕн кăна пулса иртмест пулĕ: савăнмалли те, хурланмалли те, кулянмалли те. Шăпах çапла килсе тухрĕ те ĕнтĕ Çитмĕш ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Алевтина Васильевна Николаевăн шăпи те. Вăтам шкул вĕренсе пĕтерсен вăл ялта тĕрлĕ ĕç вырăнĕсенче тăрăшрĕ. 1975 çулта «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче корректор кирлине пĕлсен вăл редактор пÿлĕмне кĕрсе хăй мĕн сăлтавпа килнине хăюсăррăн пĕлтерчĕ.

Унтанпа 35 çул ытла иртсе кайрĕ, ĕненмелле мар пек, мĕн чухлĕ калла-малла утăмланă пулĕ Çитмĕш ялĕпе Вăрмар поселокне çыхăнтаракан çулпа: çуллахи лайăх çанталăкра аптрамасчĕ-ха, анчах кĕркуннехи тĕттĕмсем те, пылчăклă, хĕллехи çил-тăманлă çанталăксенче самаях нушаллăччĕ çÿреме. Хаçат кăларас енĕпе ĕçленĕ çынсем пĕлеççĕ ĕнтĕ, кунта ĕç вăхăчĕн шучĕ çук, пĕтĕмпех туса пĕтермесен киле каяймастăн. Çапла çулран-çул тертленсе çÿресен вĕсем çемйипе Вăрмар поселокĕнче малтан пĕчĕк çурт илчĕç, редакципе типографи ĕçченĕсем пулăшнипе пĕрле пуçтарăнса типтерлесе лартрĕç те Николаевсем, унта пурăнма куçрĕç.

«Ялта пурăннă пулсан, халĕ те çул çинче утаттăмччĕ вĕт-ха эп», - тесе шутлать Алевтина. Сăмах май каласан, Алевтина Васильевнăн мăшăрĕ Владимир Михайлович типографинче çирĕм çула яхăн хаçат пичетлес ĕçре тăрăшрĕ.

Ачисем шкулта вĕреннĕ хушăрах Алевтина Васильевна хăйĕн пĕлĕвне ÿстерсех пычĕ, малтан Вăрнарти совхоз-техникумра, унтан Шупашкарти ял хуçалăх институтĕнче вĕренсе ученăй-агроном пулса тăчĕ. Алла илнĕ специальноçпа ĕçлесе курас тесе Вăрмарти элеваторта производствăпа технологи лабораторийĕнче 3 çул тăрăшрĕ. Анчах унăн чунĕ редакци коллективĕпех пулчĕ, çавăнпа та 2002 çултанпа корреспондентра, пай редакторĕнче паянхи кунччен ĕçлет. Районăн аталанăвне, сăн-сăпатне, уйрăм çынсен кун-çулне хаçатра çутатса парассипе тĕрлĕ статьясем, хыпарсем, очерксем тата ытти материалсем тăтăшах çырса вулакансен чĕрине тыткăнлать. «А.Николаева корреспондент çырнă материалсене вулама пит кăмăллă, çемçе чĕлхепе ăнланмалла çырать вăл», - теççĕ вулакансем.

Тата çакна та каласа хăвармалла: мăшăрĕпе иккĕшĕн икĕ ача кăна пулин те, вĕсен килĕнчен йышлă ача-пăча сасси талман. Алевтина Васильевнăн амăшĕн йăмăкĕн икĕ ачи, мăшăрĕпе пĕр тăван аппăшĕн ачисем тăлăха юлсан пурне те вĕсем хăйсен килĕнче хапăл тусах йышăнчĕç. Унсăр пуçне тата Алевтина Васильевнăн амăшĕ енчи ытла çывăх та мар ватă çынна (95 çулта) нумай çул пăхса пурăнаççĕ. Тăлăха, ватă çынна пăхнăшăн сăвап пулать теççĕ, ку чăн çинех темелле. Юлашки 3-4 çул хушшинче Николаевсем хăйсен хуçалăхне тĕреклетрĕç. Унти ĕçсене тума вара пĕтĕмпех тăванĕсем кар тăрса, чупса çÿресе ĕçлесе пулăшрĕç. «Инке, кукка, паян мĕн тумалла, эсир пире калăр кăна, эпир пулăшма яланах хатĕр», - тесе кăна тăраççĕ. Çакă мар-и-ха ĕнтĕ вăл этемĕн пархатарлăхĕ, ыр кăмăллăхĕ. Малашне те çаплах пултăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика