08 октября 2010 г.
Суйлава хутшăнма РФ гражданин паспорчĕ кирлĕ. Шел пулин те, хăш-пĕрисем паспорта кирлĕ пек упрамаççĕ, çухатаççĕ е тивĕçлĕ вăхăтра улăштармаççĕ. Теприсем шăпах улăштарас ĕçе пуçăннă. Çавăнпа та паспорт çук тесе суйлава каймасăр ан тăрăр. Суйлава хутшăнса хăйсен сассине палăртма пултарччăр тесе паспорт çуккисене вăхăтлăх удостоверени паратпăр. Ăна илме паспорт уйрăмне килмелле. Эпир çак шăмат кунпа вырсарни кун та ĕçлетпĕр. Ыйтса пĕлмелли телефон: 2-10-39.
Суйлава хутшăнасси кашнин хăйĕн кăмăлĕ, çапах тивĕç çинчен те манас марччĕ, мĕншĕн тесен малашлăх хамăр алăра. Кашниех çак яваплăха туйсан тинех тивĕçлĕ çынсене яваплă вырăнсене суйлама пултарăпăр.