08 октября 2010 г.
Чăваш халăхĕ яланах ыр кăмăллăхпа, тĕрлĕ наци çыннисемпе килĕштерсе пурăннипе палăрса тăнă. Çавăнпа та юлашки çулсенче çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче хушăран пулса иртекен террористла актсен ахрăмĕ пирĕн тăрăха çитменччĕ, çитмелле те ан пултăр. Анчах та сыхă пулнине нимĕн те çитмест. Çавăнпа та ĕнтĕ иртнĕ эрнере Вăрмар тăрăхĕнче çынсем нумай пухăнакан, вăл е ку енĕпе пĕлтерĕшлĕ объектсенче терроризмла актсем пулса иртессине сирсе ярас тĕлĕшпе район руководителĕсем, чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярас енĕпе ĕçлекен подразделенисем командăпа штаб вĕрентĕвне ирттерчĕç.
Район администрацийĕн дежурствăпа диспетчерсен служби «террор акчĕ» пулса иртесси çинчен пĕлтерÿ илнĕ хыççăн информацие оперативлă ĕçлев ушкăнне çитернĕ, ун хыççăн çынсене райадминистрацин çуртĕнчен Вăрмарти Культурăпа кану центрне куçарма тытăннă. Унта вара район администрацийĕн пуçлăхĕ - гражданла оборона руководителĕ К.Никитин килсе тухнă лару-тăрура çынсем хăйсене мĕнле тытмалли çинчен ăнлантарса панă.
Палăртма кăмăллă, пăтăрмахлă самантра районти оперативлă службăсем хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçланă. Çакна та каласа хăвармалла, октябрĕн 10-мĕшĕнче иртекен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕнче пăтăрмахсем ан пулччăр тесе районти шалти ĕçсен пайĕ пур 44 суйлав участокĕсенче те хăйсен яваплă сотрудникĕсене çирĕплетнĕ, ГИБДД ĕçченĕсем асăннă участоксем патне пыракан çулсене тĕрĕслесе тухнă. Унсăр пуçне суйлав умĕн тата унăн вăхăтĕнче шалти ĕçсен пайĕ сотрудниксен ĕçне вăйлатнă режимпа йĕркелет.