05 октября 2010 г.
Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсен черетлĕ 57-мĕш ларăвĕнче пурĕ 12 ыйту пăхса тухнă. Унта Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райадминистрацин пай начальникĕсем хутшăннă.
«2010 çулхи пĕрремĕш çур çулта Вăрмар район бюджечĕ мĕнлерех пурнăçланни çинчен», «Чăваш Республикинчи Вăрмар районĕн 2010 çулхи бюджечĕ çинчен» 2009 çулхи 366 номерлĕ йышăнăвне улшăнусем кĕртесси пирки райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ А.Енькова тухса калаçрĕ.
Райадминистрацин строительство, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ А.Тихонов «2008-2011 çулсенче Вăрмар район территорийĕнче вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртсене капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçласси»,«2006-2010çулсенче Вăрмар районĕнчи çамрăк çемьесене çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама пулăшасси» районти тĕллевлĕ программăсене улшăнусем кĕртесси пирки район депутачĕсем патне ыйтупа тухрĕ. Çавăн пекех «2006-2010 çулсенче Вăрмар районĕнчи çамрăк çемьесене çурт-йĕр ыйтăвĕсене татса пама пулăшасси» районти тĕллевлĕ программа 2015 çулччен ĕçлеме палăртнине пĕлтерчĕ.
Райадминистрацин экономика, промышленность, суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Н.Краснова «Вăрмар районĕнчи муниципаллă учрежденисене таварсемпе, юсав ĕçĕсемпе тата ытти ĕçсемпе тивĕçтермелли йĕркене çирĕплетесси çинчен» 2005-мĕш çулхи 43 номерлĕ йышăнăвне улшăнусем кĕртесси пирки тухса калаçрĕ. Ларура «Ачасене тата çемьесене социаллă пулăшу паракан Вăрмарти центр» республикăри патшалăх учрежденине республикăри харпăрлăхне парасси пирки те тивĕçлĕ решени йышăнчĕç.
Çавăн пекех Пысăк Енккассинче çуралса ÿснĕ, чăваш халăхĕн паллă артисткине Н.Яковлевăна «Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ» хисеплĕ ят пама йышăнчĕç. Ытти тĕрлĕ ыйтусем пăхса тухрĕç.