01 октября 2010 г.
Тăвансемпе пĕрле чухне хĕвел те çутăрах
Çут çанталăк кашни çыннах пултарулăх парать, пĕри вара ăна аталантарса чапа тухать, тепри хăй пултарулăхне туйма пĕлменнипе пусарса лартать. Чапа тухаканни вара пирĕн ентеш - Пысăк Енккассинче çуралса ÿснĕ Нина Михайловна Яковлева. Унсăрăн К.В.Иванов ячĕллĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ ялав орденĕллĕ Чăваш Патшалăх академи театрĕнче те çав тери кичем пулнă пулĕччĕ. Кашни роле ĕмĕр асăнмалăх халăх умне çитерекен, хăйĕн туйăмĕсен хăвачĕпе куракана тыткăнлакан Раççей тата Чăваш халăх артистки Нина Михайловна Яковлева тата унпа пĕрле ĕçлекен хăш-пĕр артистсем иртнĕ кунсенче пирĕн районта пулчĕç. Унăн пултарулăх каçне савăнăçлă лару-тăрура ирттерчĕç.
ВĂРМАР. Çак каçа район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕ Ю.Соколов, СССР халăх артисчĕ, ЧАССР Патшалăх премийĕн лауречĕ, Ф.Волков ячĕпе хисепленекен РФ Патшалăх премийĕн лауреачĕ В.Яковлев, Пысăк Енккасси ялĕнчи ятлă-сумлă паллă çынсем, çак ялти шкулта ĕçлекенсем тата районта пурăнакан ытти халăх пуçтарăннă.
Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата культура ĕçне аталантарассишĕн пысăк тÿпе хывнă Туслăх орденĕн кавалерне, РСФСР тата ЧАССР халăх, ЧАССР тава тивĕçлĕ артисткине Н.Яковлевăна «Вăрмар районĕн Хисеплĕ гражданинĕ» хисеплĕ ят пани çинчен пĕлтерсе К.Никитин хăю çыхса ячĕ. Культура çуртĕнчи халăх ăна хисеп тунине пĕлтерсе тăвăллăн алă çупрĕ. Константин Владимирович хамăр ентеше тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн, тăван халăхшăн ырми-канми ĕçленĕшĕн тав турĕ, паллă кун ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ.
Саламсем...саламсем... унпа пĕрле нумай-нумай ырă сăмахсем пулчĕç. Кашниех Н.Яковлевăна унпа пĕрле савăннине пĕлтересшĕн пулчĕç, унăн ĕç биографийĕпе кĕскен те пулин паллаштарса ырă сăмахсем каларĕç. Савăнăçлă лару-тăру самантĕнче пирĕн юбиляр чĕрĕ чечек çыххи ăшне путрĕ. Районти Культурăпа кану центрĕнче ĕçлекенсем ăна хăйсен юррисемпе саламларĕç. Савăнăçлă каçа ертсе пыраканĕ Л.Ломоносова пулчĕ.
Хăйне çакăн пек пысăк хисеп тунăшăн Нина Михайловна пуçтарăннисене тав турĕ, тĕрлĕрен сăвăсем вуларĕ - вĕсенче вăрçă çулĕсенчи хурлăхлă самант та, Нина Михайловнан ача чухнехи пурнăçĕ те куç умне тухрĕ. «Тăвансемпе пĕрле чухне хĕвелĕ те çутăрах пăхнăн туйăнать, мĕншĕн тесен эпĕ вĕсене питех те юрататăп. Эп хам 70 çулта, анне те пур ман, эппин эп çĕрме пуян...», - терĕ сăвă йĕркисене малалла тăсса пултаруллă артистка.
Тăван халăх умĕнче юлашкинчен «Укçа чул кастарать» спектакль лартса пачĕç. Тĕп геройĕ, паллах, Н.Яковлева пулчĕ.
А.НИКОЛАЕВА.
АСЛĂ ÇУЛĂН ПУÇЛАМĂШĔ – ТĂВАН ЯЛĂМРА
Пысăк Енккасси. «Пытармастăп, ача чухнех эпир, вăрçă хыççăнхи выçăллă-тутăллă ял ачисем, театр курсах ÿсмен, анчах илемлĕ литература, киносем чун-чĕрере темĕнле хавхалануллă туйăм çурататчĕç, таçта хамăртан инçетре пысăк та хитре тĕнче - искусство тĕнчи - пуррине ĕнентеретчĕç, çав тĕнчене чĕнетчĕç. Анчах ăçтан-ха çав асамлă тĕнчене каймалли çул - эпир ăна пĕлмен. Акă, калăпăр, аттестат илтĕм, çĕнĕ кĕпе тăхăнтăм, çăкăр чикрĕм. Анчах хăш сукмакпа утмалла сан. Хулана ларса каяс - çитсен вырнаçма паспорту та çук вĕт-ха, иçмасса... Çапах та эпĕ хама чи телейлĕ çын тесе шутлатăп, ма тесен шăп çак вăхăтра темĕнле вăй Шупашкарти академи театрĕн режиссерне К.Иванова пирĕн яла çавăрса пынă. Пухăнтăмăр хайхи, ял ачи-пăчи, çав шур пир карттус тăхăннă, портфель тытнă çын тавра. Вăл пирĕнпе кашнинпе уйрăммăн калаçса пăхрĕ, кĕнеке вулаттарчĕ, ташлаттарчĕ, хуçкалантарчĕ: унтан мана Шупашкара пыма хатĕрленме хушса хăварчĕ. Хулара вара пире пысăк йышпа тĕрĕслерĕç, пур енчен те пăхса шайлаштарса пăхкаларĕç. Эпĕ, улттăрах шкула кайнăсксер, ун чухне пĕчĕкрехчĕ, пÿ-си енчен пăхсан та, ялтилле каласан, хĕр пулса çитейменччĕ. Тахăшĕ иккĕленсе те илчĕ курăнать.
«Ÿсет халь вăл, ÿссен, ан иккĕленĕр, шăпах театр çынни пулать, ак, - терĕ Е.Бургулов художник. Çапла эпĕ Мускаври театр институчĕн Чăваш студийĕн вĕренекенĕ пулса тăтăм. Манпа пĕрлех Н.Григорьева, А.Кутузова, Н.Смородинова, Н.Григорьев, В.Кудряшов, В.Яковлев тата ыттисем те пурччĕ».
Вĕсем, Чăваш халăх тата Раççей халăх артисчĕ Н.Яковлева тата мăшăрĕ К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн тĕп режиссерĕ, СССР халăх артисчĕ В.Яковлев ертсе пыракан артистсен ушкăнĕ Пысăк Енккасси ялне килсе çитнĕ çĕре çанталăкĕ ăшă та тÿлекчĕ, хĕвел шкул умне пухăннă ачасемпе вĕрентекенсене тата хаклă хăнасене йăл кулса саламлатчĕ. Чăваш тĕрриллĕ хитре тум тăхăннă яшсемпе пикесем çăкăр-тăварпа ялăн хаклă çыннине Нина Яковлевăна кĕтсе илчĕç. «Салам! Салам!», - теççĕ пухăннисем. Шкул директорĕшĕн Г.Архиповăшăн пĕр канăç та çук темелле, кашни хăнапа ăшшăн сăмахлать, вĕрентÿ çурчĕпе паллаштарать, тĕпелелле иртме чĕнет. Галина Ивановна артистсене сăнран çеç мар, ятран та пĕлет-мĕн. Ак вăл, Нина Михайловнăпа туслăн калаçса илчĕ, унтан Нина Григорьева артисткăпа (вăл кÿршĕллĕ Çĕрпÿ районĕнче çуралса ÿснĕ), çепĕççĕн сăмахларĕ.
Шкулăн акт залĕ. Çутă та илемлĕ пÿлĕмре Н.Яковлевăн сцена çинчи пултарулăхне кăтартакан сăн ÿкерчĕксене вырнаçтарнă, пур çĕрте те чечексем, чечексем... Артистка телейĕ театрти ĕç-хĕлре çеç мар, килте, пахчара чечексем ÿстерессинче те, Енккассисем пĕлсех тăраççĕ-мĕн.
Акă, шкул коридорĕпе кăштах пĕкĕрĕлерех утакан, хăй тĕллĕн янраттарса калаçакан кинемей утса килни курăнчĕ. «Праски инке килет, Праски инке», - теççĕ шкул ачисем. Праски инке рольне Н.Яковлева вылямасть иккен, шкулта чăваш чĕлхипе литературине ăста вĕрентекен И.Иванова калăплать-мĕн. Вăл малти ретре ларакан хăйĕн «аташне» малтанах палламан пек пулчĕ те, тинкерех пăхсан çеç: «Ара, эсĕ Нина Яковлева вĕт, спектакльти Праски инке!», - тесе хучĕ. Малти ретре ларакан артистсене çак инсценировка питĕ килĕшрĕ пулас, ыттисем те алă çупсах тав турĕç. Хамăрăн паллă автор Н.Иванов çырнă «Тăван ен» юрра юрлани питĕ хумхантарчĕ. Асăрхарăмăр: Нина Михайловнан куçĕ те шывланчĕ. Ара, вăл тăван ене килнĕ вĕт, тăван яла. Унпа пĕрле унăн уявне ял-йыш уявлать, çумрах, акă, амăшĕ, мăшăрĕ, ĕçри юлташĕсем... Епле-ха хумханмăн: «Эп те пулнă-ши вара» юрра пĕчĕк шăпăрлансем питĕ килĕшÿллĕ шăрантарчĕç те. Музыка енĕпе вĕрентекен Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Гаврилов çамрăк юрăçсене тĕплĕн хатĕрлени сисĕнсех тăрать çав.
- Студент пулнă çулсенче Чăваш театрне час-час çÿреттĕмĕр. Сцена çинче вылякан ентеш - артистсене курсан юлташăмсене вĕсем Вăрмар тăрăхĕнчен пулнине калаттăм, мухтанаттăм ĕнтĕ. Манăн савăнăçа курса туссем ăмсанатчĕç пулас. Мĕнех калăн, юрататпăр эпир хамăрăн театра. Паянхи пысăк уява, Нина Михайловнăна халалланă савăнăçлă тĕл пулăва шкулта, кайран Культура çуртĕнче, каçпа Вăрмарти Канупа культура центрĕнче ирттерĕпĕр. Çавăнпа паллă ентешĕмĕр кун-çулĕпе, пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе районăн чылай çынни хаваспах паллашĕ. Эпир сирĕнпе савăнатпăр, мухтанатпăр, хисеплĕ Нина Михайловна, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов.
- Эпĕ хам та артист, - сăмахне шÿтлĕрех пуçларĕ СССР халăх артисчĕ В.Яковлев, - манăн хушамата пĕлетĕр. Çавăнпа эпĕ мăшăрăм пирки нумай каламăп, пирĕн паллă автор, «Праски инке...» сери-пьесăсен авторĕ А.Чебанов Нина Михайловнăна, халалласа сăвă çырнă, çавна вуласа парăп.
Илемлĕ, ăшă сăвă. Артиста çеç мар, Хĕрарăма, Амăшне халалланă сăвă. «Эп Сирĕн умăрта пуçа каятăп», - тет сăвă авторĕ.
Театр артисчĕ Г.Медведев хăйĕн сăмахĕнче Н.Яковлева вылянă спектакльсем тĕрлĕ-тĕрлĕ фестивальсенче, тĕрлĕ-тĕрлĕ номинацисенче çĕнтернине палăртса хăварчĕ.
Акă чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен А.Васильева уява ертсе пыракан Н.Яковлевăна сăмах парать. Театр сцени çинче темиçе теçетке çул вылять пулин те, хамăр республикăра çеç мар, ытти республикăсемпе облаçсенче куракансем умне шутласа кăларма та çук чухлĕ тухнă пулин те хумханать артисткăмăр. Ентешсен умĕнче вĕт, епле хумханмăн. Амăшĕ те унтах.
- Хаклă ачасем, учительсем. Эпĕ те çак шкултах вĕреннĕ, ун чухне вăл хальхи пек илемлĕ те хăтлă пулман-ха ĕнтĕ. Эсир питĕ телейлĕ, çĕнĕ шкулта пĕлÿ пухатăр. Вĕрентекенсем çамрăк, куртăмăр ĕнтĕ пултаруллă, хĕрÿ. Хăвăрăн шкулăра юратăр. Атте-анне çуратать пире, унтан шкул ÿстерет, кайран професси енĕпе малалла каятăн. Унтан юратнă ĕçре вăй хуратăн. Çав енĕпе эпĕ питĕ телейлĕ. Хама вĕрентнĕ учительсем ку пурнăçран кайса пĕтрĕç ĕнтĕ, сăвап пултăр вĕсене. Аннем, 91 çула çитнĕскер, хăйне чипер туять-ха.
Атте вăрçа тухса кайнă чухне эпĕ çулталăкри ача çеç пулнă - ха. Вăл Ленинград блокадине татнă кун пуç хунă. Вăрçăра çухатнă мăшăрĕсене кĕтекен хĕрарăмсене нумай тĕл пулнă эп. Вăрçă нуша-терчĕ пирки çырнă хайлавсем чуна пырса тивеççĕ.
Нина Михайловна С.Асамат çырнă сăвва калать. Шалтан чуна çатăрласа илекен сасăпа калать вăл çак сăвва. Калаçнăçем куç умне мăшăрне вăрçăран чĕрĕ-сыввăн та таврăнасса кĕтекен чăваш хĕрарăмĕн сăнарĕ тухса тăрать...
- Çакăнта ларакан ачасене курсан питĕ хĕпĕртерĕм, - пĕлтерет Зоя Леонтьевна, артистка амăшĕ. - Мана нумай вĕренме пÿрмерĕ: 4 çул çеç шкула çÿрерĕм. Пирĕн тĕле вăхăчĕ çапла килсе тухрĕ çав. Манăн ăрăвăн тем те курма тиврĕ, тем те тÿсмелле пулчĕ. Эсир телейлĕ пулăр. Ырă çын пулăр, хĕрĕме çавăн пек чысланăшăн шкул дирекцине, вĕрентекенсене, çамрăк артистсене тав тăватăп. Сирĕнпе пĕрлех савăнатăп. Тĕл пулăва вĕçлесе Пысăк Енккасси шкулĕн вĕрентекенĕсем паллă ентешне халалласа хитре юрă шăрантарчĕç.
Уявăн тепĕр тăсăмĕ ялти Культура çуртĕнче иртрĕ. Аритстем А.Пăртта çырнă «Укçа чул кастарать» пьеса тăрăх лартнă спектакле кăтартса халăха савăнтарчĕç. Нина Яковлева тĕп роле вылярĕ.
В. ЦЫФАРКИН.