АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăратаççĕ çепĕç юрăсем

28 сентября 2010 г.

Конкурса республикăри тĕрлĕ районсенчен 26 юрăç хутшăннă. Вăрмар юрăçисем вара хăйсен çепĕç те янăравлă сассисемпе куракансене чăннипех те тĕлĕнтернĕ. «Çурта» юрă юрласа А.Федорова пĕрремĕш вырăн йышăннă. О.Васильева «Кумма» юрă шăрантарса куракансен кăмăлне кайнă, приза тивĕçнĕ. «Юратнă çыннăм, эс анне» юрра çĕпĕç те чуна пырса тивмелле юрланине палăртса А.Васильевăна Чăваш Республикинчи эстрада артисчĕсен Союзĕ дипломпа наградăланă тата вăл пысăк парнене - телевизора тивĕçнĕ.

Конкурс дипломанчĕпе А.Васильевапа калаçатăп. «Шупашкар сцени çине тухма эпĕ çамрăклах ĕмĕтленнĕ. Канашри педагогика колледжĕнче музыка уйрăмне вĕренсе пĕтертĕм. Халĕ Хусанти социаллă-гуманитарлă пĕлĕвĕсен институчĕн Канашри филиалĕнче тăваттăмĕш курсра пĕлĕве малалла тăсатăп. Юрă ăсталăхне алла илме 2007 çулта пуçларăм. Кашни концертах, смотр-отчетсене, Акатуйсене хутшăнма тăрăшатăп, телеюрăра та юрлатăп», - тет Алина Николаевна Васильева юрăç. Музыка тĕнчине кĕме кам пулăшнă; - тесе ыйтсан, чи малтанах генеральнăй продюсер, «Çĕнĕ ятсем» автор проектне Г.Васильев ятне асăнчĕ. Паллах амăшне Таисия Васильевăпа тата мăшăрне Александр Васильевича та айккинче хăвармарĕ. Вĕсен пулăшăвĕ питех те кирлĕ мĕн. Конкурса хутшăннă юрăçсен пултарулăхне, талантне палăртса халĕ компакт-дисксем, куракан клипсем кăлараççĕ. Иртнĕ кунсенче пирĕн район территорийĕнче ăста юрăçсене тупса палăртас тĕллевпе самай ĕçлерĕç, клипсем ÿкерчĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика