АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конкурссене активлă хутшăнаççĕ

28 сентября 2010 г.

Вĕрентÿ сферинчи наци проектне ăнăçлă пурнăçлама асăннă шкулта иртнĕ çулсенчех вĕренÿпе пурлăх базине хатĕрленĕ. Республикăра «Çĕнĕ шкул» программа анлăн пурнăçа кĕрет. Çавна май вĕрентÿ учрежденисенче паха пĕлÿ парасси тĕп вырăн йышăнать. Пултаруллă ачасемпе ĕçлени - шкулсен инноваци программисене тата педагогсене пулăшмалли тытăмăн пысăк пĕлтерĕшлĕ енĕ.

2009-2010 вĕренÿ çулĕсенче тĕрлĕ шайри ăс-хакăл тупăшăвĕсене Арапуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкултан пурĕ 80 ача хутшăннă. Вĕсенчен районтисене - 35, республикăрисене - 20, Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсене 25 ача хутшăннă. Хими предмечĕпе иртнĕ районти конкурсра Т.Александрова иккĕмĕш, литература вулавĕпе Д.Семенов - пĕрремĕш, чăваш чĕлхипе Д.Васильева виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. «Пушкин вулавĕсем» конкурсра А.Петрова иккĕмĕш, О.Теплова виççĕмĕш, «Вырăс чĕлхи интеллектуаллă вĕренÿ предмечĕ» наукăпа практика конференцийĕнче Д.Васильев виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çавăн пекех кунта вĕренекенсем республикăра иртекен олимпиадăсене те активлă хутшăнаççĕ. «Салтаксен несĕлĕ», «Ăрăвăн астăвăмĕн эстафети», «Эпир Аслă Çĕнтерĕвĕн элчисем» республикăри конкурссенче малти вырăнсене йышăннă. Çак шкулта чылай çул ĕнтĕ искусствăна юратакансен ассоциацийĕ «АЮЛИ» ĕçлет. Кунта пур ача та активлăх кăтартать. Ăна пуçарса яраканĕ - шкул директорĕ А.Кузьмин. Хальхи вăхăтра кунта вĕренекен 125 ача шкулăн обществăлла пурнăçне активлă хутшăнать. Физкультурăпа тата спортпа хавхаланни, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнни ачасен сывлăхне çирĕплетет. Çавна май вĕсем курăмлă кăтартусем тăваççĕ. Акă кунтан вĕренсе тухнă Катя Максимовăпа Аня Ялакова халĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче пĕлÿ пухаççĕ. Арапуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем районта, республикăра иртекен спорт ăмăртăвĕсене активлă хутшăнаççĕ. Хутшăнаççĕ çеç мар, малти вырăнсене те çĕнсе илеççĕ. Районта иртнĕ наци кросне хутшăнса, волейболла выляса, çăмăл атлетика енĕпе лайăх кăтартусемпе палăрнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика