28 сентября 2010 г.
XIX ĕмĕр вĕçĕнче хутла вĕрентекен шкулсем уçасси чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулнă. Ун чухне чăвашсем хушшинче вĕреннĕ çынсем сахалли пирки малалла аталанайман. Çавна шута илсе 1883-мĕш çулхи мартăн 1-мĕшĕнче Кивĕ Арапуç ялĕнче шкул уçăлать. Вăл вăхăтра Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ ĕçлени те чăваш ялĕсен аталанăвне витĕм кÿнĕ. Ятарласа вĕсем валли Чĕмпĕр шкулĕнче методика пособийĕсем хатĕрленĕ.
1861-мĕш çулта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене çĕнĕлле йĕркелесен Арапуç вулăсĕ пулса тăрать. 1881-мĕш çулта вара Арапуçĕнче тата ытти çывăх ялсене хутла пĕлекен çынсем килме тытăннă. Арапуçĕнче вара 1883 çулта вĕреннĕ 12 хресчен пулнă: П.Васильев (пулас учитель), К.Матвеев, П.Кириллов, Я.Егоров, М.Федотов ( килте хутла вĕрентекен) тата ыттисем те. Асăннă шкул пурĕ 9 çул ĕçленĕ. 1892 çулта чиркÿ çумĕнчи прихут шкулĕ йĕркеленет. 1917-1918 çулсенче Кивĕ Арапуçĕнчи 4 çул вĕренмелли шкул ĕçлет. 1961 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вара сакăр çул вĕренмелли шкул пулса тăрать. 1973 çултан вăтам шкул ятне илет.
Кунта чылай çулсем кĕçĕн классене вĕрентекен пулса Н.Петрова ĕçленĕ. Çак шкулта чылай çулсем Кузьминсен династийĕ ачасене паха пĕлÿ парассишĕн тăрăшать. Иван Кузьмич Кузьмин естествăлла наукăсене вĕрентнĕ. Унăн ĕçне ывăлĕ малалла тăсать. 2008 çултан Арапуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул пулса тăрать.
Арапуçĕнчи вăтам шкулăн пĕрремĕш директорĕ пулса Николай Николаевич Николаев ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра çак ĕçре Александр Иванович Кузьмин тăрăшса вăй хурать.
Хальхи вăхăтра асăннă шкулта 13 вĕрентекен, 2 совместитель тăрăшать. Вĕсенчен пĕрремĕш квалификациллĕ категорине - 10, иккĕмĕш квалификациллĕ категорине - 3, аслă квалификациллĕ категорине 2 учитель тивĕçнĕ. Педколлективра «Россия Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята тивĕçнисем те пур. Вĕсем: шкул директорĕ А.Кузьмин тата хими предметне вĕрентекен Н.Иванова. Вĕрентекенсем кашни çулах пĕлĕве ÿстерессипе тимлеççĕ. 2009-2010 вĕренÿ çулĕсенче акăлчан чĕлхине вĕрентекен А.Кузьмин, физика учителĕ Н.Григорьева, музыка предметне вĕрентекен Е.Краснова, православи культурине вĕренткен Л.Петрова, биологи учителĕ Е.Ефимова, пуçламăш классене ăс паракан Н.Георгиева пĕлĕве ÿстерекенсен курсĕнче пулнă. Палăртма кăмăллă: Чăваш Енри педагогсем професси ăсталăхĕн конкурсĕнче çĕнтерсе наградăсемпе премисем илеççĕ. «Самый классный классный» конкурсра Ю.Кузьмина лауреат ятне тивĕçнĕ. Çулсерен районта иртекен «Çулталăк вĕрентекенĕ - 2010» конкурса та активлă хутшăнаççĕ кунти вĕрентекенсем. Акă ку хутĕнче Елена Геннадьевна Николаева асăннă конкурсра лауреат ятне тивĕçнĕ. Е.Николаева палăртнă тăрăх, кашни ачан хăйне евĕр таланчĕ пур. Вăл вара ăна тупса малалла аталантарма пулăшать. Çавăнпа унăн вĕренекенĕсем районти, республикăри конкурссенче малти вырăнсене йышăнаççĕ.