28 сентября 2010 г.
Кун хыççăн кун иртет, пурнăç шав малаллах чупать. «Вуншар çулпа виçетпĕр ĕмĕре», - тенĕ чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай. Мĕн тери тĕрĕс каланă вăл. Хăш-пĕрисен вăл çав тери кăмăллă, илемлĕ пулса тухать. Ун пек çынсем çĕр çине хăйсен пысăк тивĕçне пурнăçлама килнĕнех туйăнать. Шăпах çавăн пек çынсен шутне кĕреççĕ те ĕнтĕ Хуруйĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Риммăпа Вениамин Александровсем.
Веньан ашшĕпе амăшĕ - Василий Александровичпа Мария Михеевна ялта шутлă çынсем пулнă. Ваççа пичче ĕмĕрĕпех чукун çул çинче ĕçленĕ, электрик пулнă. Мăшăрĕ тăван колхозра дояркăра тăрăшнă, унтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Унăн пултарулăхне кура ял-йыш ăна темиçе хутчен те Энĕшпуç ял Советне депутата суйланă. Суйлавçăсен шанăçне тÿрре кăларассишĕн хăйĕн мĕн пур вăй-халне панă ĕçчен хĕрарăм. 5 ывăл çуратса ÿстернĕ вĕсем.
Веня вара чи асли пулнă. Ялти 8 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕлĕве Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта малалла тăснă. Лайăх вĕреннĕ, çирĕп пĕлÿ илнĕ. «Ялта пурăнатăн пулсан, сан механизатор профессине илмелле», - çак каларăша вăл яланах асра тытнă. Çав тĕллевпех ĕнтĕ Канашри профтехучилищĕне вĕренме кĕрет, водитель правине илет.
Çамрăк каччăн Совет Çарне кайма черет çитет. Ял-йыш, тус-тăванĕсем ăна салтака савăнăçлă лару-тăрура ăсатса яраççĕ, чăваш ятне çÿлте тытма, командирсемпе начальниксен приказĕсене çирĕп пурнăçласа пыма наказ параççĕ.
Чăваш каччи Байкал леш енчи чикĕри çар чаçне лекет. Пограничниксен взвод командирĕ В.Александров сержант ял-йыш наказне çирĕп пурнăçласа пырать.
Çакна çар чаçĕсенчен тăван киле янă Тав çырăвĕ те лайăх çирĕплетсе парать. Унта çапла çырнă:
«Хисеплĕ Мария Михеевна тата Василий Александрович!
Сирĕн Вениамин ывăлăр чикĕри çар чаçĕсенче службăра тăрать. Пирĕн аслă çĕршывăн чиккисене сыхламалли яваплă та хисеплĕ задачăна çирĕппĕн пурнăçласа пырать. Ĕçе юратакан салтак пулнипе палăрса тăрать, çавăншăн ăна командирсемпе юлташĕсем хисеплеççĕ.
Эсир хăвăрăн ывăлăрпа тивĕçлипе мухтанма пултаратăр. Сире ĕçре ăнăçусем, çирĕп сывлăх, телей сунатпăр.
Чаç командирĕ А.БОНДАРЬ».
1982 çулта Веня салтак службине татса демобилизаци йĕркипе киле таврăнать. Салтак тумне тин кăна хывма ĕлкĕрнĕскер Горький хулине тухса каять, автомобильсем туса кăларакан завода вырнаçать. Унта пĕр вăхăт тăрăшнă хыççăн тăван яла таврăнать.
Çамрăк каччăн пуçĕнче ырă шухăш çуралать. Пурнăçа улăштармалла. Вĕçен кайăк та мăшăрлă-çке. Хăйсен ялĕнчи вăтам пÿ-силлĕ, тăп-тăп кĕлеткеллĕ, хитре сăн-питлĕ хĕр ачана, Саша шăллĕпе шкулта пĕр парта хушшинче ларнă Риммăна куç хывать. Çамрăксем пĕр-пĕрне килĕштереççĕ. 1982 çулхи июлĕн 18-мĕшĕнче Энĕшпуç ял Советĕнче çырăнса çемье çавăраççĕ. Çамрăк мăшăр ĕмĕр пĕрле пурăнса ирттерме тупа тăвать.
Римма йышлă çемьере ÿснĕ, саккăрăн вĕсем, пĕр тăвансем. Вăл вара виççĕмĕш. Ашшĕпе амăшĕ Виссарион Борисовичпа Анна Федотовна Борисовсем ялти сумлă çынсем. Иккĕшĕ те фермăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Амăшĕ свинарка пулнă, ашшĕ лашасем пăхнă.
Энĕшпуçĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Римма Хусанти профтехучилищĕре лаборанткăна вĕренет. Приборсем туса кăларакан заводра практикăра та пулать. Çемье çавăрнă хыççăн вăл унта текех каймасть. Малтан Вăрмарти «Паха тĕрĕ» фабрикăра çĕвĕçре, кайран 9 çул сĕтел-пукан фабрикинче лакировщицăра тăрăшулăх кăтартать.
В.Александров районти «Сельхозхими» пĕрлешĕвне ĕçе вырнаçма шутлать. Салтакран тинтерех кăна тĕрекленсе таврăннă çамрăка кунта хаваспах йышăнаççĕ.
- Ĕç çынна мухтава кăларать. Пирĕн туслă коллективра пурте хастар. «Пĕри - пуриншĕн, пурте - пĕриншĕн» девизпа тăрăшатпăр. Организацири механизаторсем районти хуçалăхсенче çĕр пулăхне лайăхлатас, çапла вара тыр-пул тухăçне ÿстерес тĕлĕшпе мĕн пур вăй-хала параççĕ. Пысăк тухăçшăн пыракан кĕрешÿре эсир те малтисен ретĕнче пырасса шанатăп, - тенĕ ăна ĕçе илнĕ чухне аллине хыттăн чăмăртаса пĕрлешÿ управляющийĕ Вячеслав Алексеевич Мадянов.
Районти «Сельхозхими» пĕрлешĕвĕ вăл вăхăтра районти чи пысăк та малта пыракан организацисенчен пĕри шутланнă. Пĕрлешÿ хăйĕн вăйĕпе производство бази, общежити, 42 хваттерлĕ тата 12 хваттерлĕ - икшер, 28 хваттерлĕ пĕр çурт, 140 ача вырнаçмалăх ача сачĕ тата ыттине тунă.
В.Александрова автомобиль çирĕплетсе параççĕ. Отрядри В.Белов (Вăрмар поселокĕ), Ю.Иванов (Эçпепе), В.Авакумов (Пăвакасси) водительсемпе пĕрле вăл колхозсемпе совхозсен уй-хирĕсене минераллă тата органикăллă удобренисем турттарма пуçлать, ытти ĕçсене пурнăçлать.
Вăхăт иртнĕçемĕн, механизациленĕ отрядри юлташĕсемпе пĕрле , çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать. Ĕçре ырă тĕслĕх кăтартнăшăн «Сельхозхими» пĕрлешĕвĕн администрацийĕпе партбюро, профсоюз тата комсомол комитечĕсем Вениамин Васильевич Александров водителе кашни çулах Хисеп грамотисемпе наградăлаççĕ, хаклă парнесем парса чыс тăваççĕ. Унăн сăн ÿкерчĕкне районти «Хисеп хăми» çинче яланах курма пулнă. Ĕçри пысăк çитĕнÿсемшĕн вăл кашни çул тенĕ пекех «Çулталăк чемпионĕ» хĕрлĕ хăйăва тивĕçнĕ.
Р.Александрова аса илĕвĕнчен: «1986 çулхи январь уйăхĕнче кунта вăй хуракансем хăйсен çулталăкри итогĕсене районти Культура çуртĕнче пĕтĕмлетрĕç. Çак кун культура керменне пĕрлешÿре ĕçлекенсем хăйсен мăшăрĕсемпе тата ачасемпе лайăх тумсемпе уява килнĕ пекех пухăнчĕç. Производствăра ырă тĕслĕх кăтартакансене Хисеп грамотисем, парнесем панипе пĕрлех, вĕсен мăшăрĕсем те ачисене тĕрĕс воспитани парса ÿстернĕшĕн, ачисем вара лайăх вĕреннĕшĕн парнесене тивĕçрĕç. Пĕрлешÿ членĕсене çĕнĕ хваттер уççине те кунтах пачĕç. Çапла вара эпир те виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер хуçи пулса тăтăмăр. Июль уйăхĕнче унта пурăнма куçрăмăр. Паян кун та çавăнтах пурăнатпăр».
В.Александров районти «Сельхозхими» пĕрлешĕвĕнче мĕн организаци ĕçлеме пăрахичченех тăрăшнă.
Ун хыççăн пĕр вăхăт тăван «Новый путь» колхоз председателĕ пулать.
Римма Виссарионовнăпа Вениамин Васильевич икĕ ача çуратса пăхса ÿстернĕ. Çемье пуçлăхĕ Вениамин Александров çапла тĕллев лартнă. «Хамăр сахал вĕреннĕ пулсан та ачасене тивĕçлĕ пĕлÿ памалла». Çак шухăша мăшăрĕ те ырланă. «Упăшкипе арăмĕ пĕр сак çине лармалла», - текен каларăша яланах асра тытнă вĕсем.
Асли - Татьяна Санкт-Петербургăн Шупашкарти экономика университетне вĕренсе пĕтернĕ. Район больницинче бухгалтер. Мăшăрĕ - Сергей Николаевич шăл техникĕн специальноçне илнĕ. Вĕсем икĕ хĕр ача çитĕнтереççĕ: Альвина - 5 çулта, Стелла - 5 уйăхра.
Василий ывăл ачи Шупашкарти кооператив техникумĕнчен вĕренсе тухнă. Халĕ чăваш патшалăх университечĕн юридици факультечĕн тăваттăмĕш курсĕнче. Мăшăрĕ - Светлана Владимировна кооператив техникумĕнче Василийпе пĕрле вĕреннĕ. Çамрăк мăшăрăн икĕ ача: асли Илюша 2 çулта, Маша 1 уйăхра.
Вениамин Васильевич Александров çемьешĕн тата ачисемшĕн тăрăшса 8 çул ĕнтĕ Мускавра пĕр фирмăра вăй хурать. «Алă-ура пур çинче ахаль ларни килĕшмест» текен ваттисен сăмахĕсене ăша хывнă вăл.
Хăйĕнпе пĕрле çĕршывăн тĕп хулинче ĕçлеме вăл Василий ывăлне тата Сергей кĕрÿшне илсе çÿрет. Ара, укçа кашнинех кирлĕ-çке. Çитменнине тата халĕ пĕрле пурăнакан Татьянăн çемйи Вăрмар поселокĕнче икĕ хутлă кермен пек капмар çурт тума пуçланă. Кил-çурт çавăрасси укçа-тенкĕсĕр пулмасть.
«Икĕ çын - пĕр мăшăр, çичĕ çын - пĕр çемье» - тенĕ пек килĕштерсе пурăнаççĕ. Ача-пăча пÿрт тултарать. Мăнукĕсемпе чунтанах савăнаççĕ кукашшĕпе кукамăшĕ. Вĕсен ырлăхне, савăнăçне курма ĕмĕтленеççĕ. Çуртне купалама вара ятарласа платниксем тытман. Пĕтĕмпех хăйсен вăйĕпе купалаççĕ. Çине тăрса ĕçленипе кăçал ăна хута ярасшăн. Çапла вара Вăрмар поселокĕнчи Солнечнăй урама тепĕр чаплă çурт илем кÿрĕ. «Ашшĕ-амăшĕ епле, ачи-пăчи те çапла», - теççĕ халăхра. Вениамин Васильевичпа Римма Виссарионовнан ачисем те хăйсем пекех ĕçчен те маттур. Ашшĕ-амăшĕ вĕсемпе тивĕçлипе мухтанма пултарать.
Паян вара Вениамин Васильевич Александровăн паллă çул, вăл 50 çул тултарчĕ.
Юбилей ячĕпе ăна мăшăрĕ, ачисем, мăнукĕсем, хуняшшĕпе хунямăшĕ, тăванĕсем ăшшăн саламлаççĕ, çемье ăшшине яланах упрама ырлăх-сывлăх, юрату, иксĕлми телей сунаççĕ, сăвă парнелеççĕ.
Эс пурри - кил-çурт тĕрекĕ,
Эс пурри - чĕре ăшши.
Ыр сунатпăр сана кăмăлтан,
Эсĕ хаклă пире ылтăнран.
«Пĕр-пĕрне ăнланни, килĕштерни пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма май парать», - тет туслă мăшăр.