АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтан хамăрăн тăрантармалла

28 сентября 2010 г.

Çĕр-аннемĕр тулăх та пуян пурлăх париччен малтан хамăрăн ăна тăрантармаллине манмалла мар, тенĕ мĕн ĕлĕкрен. Уй-хир пушаннă вăхăтра лăп та шăп çак тапхăр пырать. «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче хур ферми çывăхĕнчи участок çине тислĕк турттараççĕ.

Автомашинăсемпе тракторсем пĕр вĕçĕмрен хутлаççĕ хур ферми çывăхĕнчи хура пусă çине. Ку участокра çăвĕпех ĕç татăлман темелле. Хура пусăн хура пулмалла тенĕрен кунта ăна сухаласа хуратсах тăнă - кĕскен каласан агротехникăлла пур требованисене те пурнăçланине тĕрĕслесех тăнă хуçалăхри тĕп агроном В.Нарзаев. Вăл ку енчен хăйĕнчен те, ыттисенчен те çирĕп ыйтать. Çирĕп дисциплина хуçаланать коллективра, çавăнпа ĕçĕ ăнса пырать. Пулас тухăç никĕсне хываççĕ Кивĕ Вăрмарсем. Минераллă удобренисемпе кăна мар, хуçалăхри выльăх-чĕрлĕхрен пулакан каяшпа та туллин усă кураççĕ, çĕре пулăхлатассишĕн тăрăшаççĕ. Халĕ те уя тислĕк кăларма ятарласа бригада йĕркеленĕ. Звеньевойĕ - В.Алексеев. Вăлах погрузчикпе техника çине тислĕке тиет. А.Клементьевпа С.Николаев трактористсем, Э.Семенов водитель татти-сыпписĕр хире васкаççĕ, кĕске вăхăтрах ĕçе вĕçлес теççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика