АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пархатарлă кун-çуллă ветеран

24 сентября 2010 г.

Вăрман пысăк тата пĕчĕк юхан-шывсен сыхлавçи, кислород паракан питĕ пысăк çăл куç. Вăл çавăн пекех канăвăн чаплă вырăнĕ. Вăрман таса йывăç - хут, вутă, - унпа тухăçлă усă курма пĕлмелле кăна. Унччен вара ăна пăхсах тăмалла, киввисене çĕннисемпе улăштармалла, сахалтарах касма тăрăшмалла, ăна тăтăшах хăрнă туратсенчен тата ытти ăпăр-тапăртан тасатсах тăмалла, çĕнĕрен çамрăк хунавсем лартмалла.

Манăн пурнăçăм вăрманпа 1992 çултанпах çыхăннă, мĕншĕн тесен эпĕ çак çул техник -лесоводра ĕçлеме тытăнтăм. Манăн вара капмар пÿ-силлĕ, кĕреçе пек ал тупанĕллĕ тĕреклĕ арçынпа çакăнта тĕл пулма тиврĕ. Вăл - Энĕшпуç лесничествин лесничийĕ Николай Николаевич Никитин пулчĕ. «Малалла пĕрле ĕçлеме тытăнатпăр. Пирĕн ĕçре чи кирли - хамăртан тивĕçлипе ыйтма пĕлни тата çирĕп дисциплина. Çак чи кирлĕ енсене тытса пыма пултарсан санран чăн-чăн вăрман çынни пулатех», - терĕ çирĕппĕн мана ĕçе илни çинчен палăртса.Çакăнтан пуçланчĕ манăн вăрманти ĕç-хĕл. Николай Николаевичăн çирĕп сăмахĕсем вара яланах пуçрах тăчĕç. Вăл пирĕнтен ĕç енĕпе яланах çирĕп ыйтнă, кун пек чухне ватă çынсем калашне премĕкне те çитернĕ, чăпăрккапа та хăваланă темелле. Эпир вара ăна халĕ те ырăпа аса илетпĕр. Унăн тĕслĕхĕсемпе нумай чухне ĕçре усă куратпăр. Пирĕн ĕç вара хăйне евĕр нумай енлĕ: халăх хуçалăхне юрăхлă йывăç хатĕрлесси, вутă касасси, унсăр пуçне каснă е хăрнă йывăçсем вырăнне çамрăккисене лартатпăр, çĕнĕрен те вăрман чĕртетпĕр, патшалăх валли кăмпа -çырла, мăйăр, тĕрлĕ йывăç вăрри хатĕрлетпĕр, кăнтăртан кайăксене те тивĕçлипе кĕтсе илессишĕн тăрăшатпăр - шăнкăрчсене валли вĕллесем тăвассипе те сахалах ĕçлеместпĕр, кăткă йăвисене те пăхмасăр айккинче хăвармастпăр. Çак ĕçсене пурнăçлама вара пире лесничийсем кăтартса пыраççĕ. Хăй вăхăтĕнче вăрман ĕçне чунтан парăннă, халĕ ĕç ветеранĕ Николай Николаевич Никитин та çак ĕçсене пурнăçланă. Ара шывĕн тăршшĕпе, таврари тÿрĕ лаптăксем çинче халĕ кашласа ларакан вăрмана Н.Никитин тăрăшнипе, ĕçе йĕркелесе ертсе пынипе пĕрер тĕпĕн лартса пĕчĕк ачана пăхнă пек пепкелесе çитĕнтернĕ. Кун пек вăрмансем Вăрмар тăрăхĕнче те сахалах мар тата ытти çĕрте те. Унăн ĕçĕ чăннипех те пархатарлă. Вăл тивĕçлĕ канăва тухсан та алă усса лармасть, никам хушмасăр çурхи шывсем çурса каякан вырăнсенче йывăçсем лартать, вĕсене шăварать, тирпейлесе тăрать. Кăçал вара унăн пушшех те канăç çухаланă. Юнашар районсенчи вăрмансенче йĕри-тавра пушар пулни çав тери пăшăрхантарать ăна. Кĕскен каласан, вăл чăннипех те вăрманта ĕçлемех çуралнă тесен пĕрре те йăнăшмастăп. Ахальтен мар ĕнтĕ унăн ĕçне нумай Хисеп грамотисемпе тĕрлĕрен хаклă парнесемпе чысланă. Раççей Федерацийĕнчи вăрман хуçалăхĕнче малта пыракансен канашлăвне те хутшăнма тивĕçлĕ пулнă вăл. Унта ăна ятран çырса алла çыхмалли сехет те парнеленине каласа паратчĕ вăл пире. Унăн кăкăрĕ çинче вăрман ĕçĕнчи ĕç-хĕлне хакласа панă тĕрлĕрен юбилей знакĕсемпе ытти наградăсем те пур. 75 çула çитрĕ пулин те хăйне патвар туять, вăрманти уçă сывлăш ун çине куçнă тейĕн - яланах савăнăçлă та уçă кăмăллă, тарават. Апла пулсан ăна малашне те çаплах пулма вăрăм кун-çул, телей сунмалли кăна юлать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика