24 сентября 2010 г.
Тухăçлă хăй тытăмлăх - малалла ăнăçлă аталанмалли никĕс. Пирĕн республика саккунĕпе хăй тытăмлăх органĕсене анлăн пулăшма палăртнă. Çавна май вырăнти хăй тытăмлăхне аталантармашкăн пирĕн республикăра тĕрлĕ программăсем ĕçлеççĕ. Сăмахран, Чупай ял тăрăхĕн администрацийĕ ку программăсене пурнăçа кĕртет.
Кăçал вара «Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен» Указа пурнăçласа ирттернĕ конкурсра асăннă ял тăрăхĕ çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Çĕнсе илнĕ укçа-тенкĕпе ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта, ача садĕнче 2 миллион та 692 пин тенкĕлĕх капиталлă юсав ĕçĕсем тунă. Ялти культура вучахне çĕнетес ĕç пырать, хальхи вăхăтра кунта 428 пин те 800 тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Культура çурчĕн çивиттине çĕнĕрен витнĕ, чÿрече рамисене улăштарнă, сăрланă. Халĕ кунта шалти ĕçсене тума палăртаççĕ. Çавăн пекех ялти фельдшерпа акушер пунктне те тĕпрен юсаççĕ. Ăна пурнăçлаканĕ - «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи. Сывлăх сыхлавĕн пункчĕн çивиттине çĕнĕрен витнĕ, шал енчен те, тул енчен те штукатурка ĕçĕсене пурнăçланă, ăшă паракан пăрăхсене улăштарнă, урайне бетон сарнă. Халĕ унта кĕмешкĕн çенĕк (тамбур) тăваççĕ. Çитес вăхăтра тараса чавма, йĕри-тавра тимĕр карта тытма, çут çанталăк газĕ кĕртме палăртаççĕ. Пĕтĕмĕшле каласан ялти медицина системине çĕнетес тĕлĕшпе пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ. Вăл вара пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнчен пĕрре те кая пулмасть. Тепĕр майлă каласан асăннă ялта пурăнакансен вырăнтах паха медицина пулăшăвĕ илме май пулĕ.
Чупай ял тăрăхĕн администрацийĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ республикăри программăсене ăнăçлă пурнăçласа пырать. Пурнăçласа пырать çеç мар, республикăри социаллă пĕлтерĕшлĕ конкурссенче çĕнтерсе вырăнта вĕсене пурнăçа анлăн кĕртет. Акă Чăваш Республикин Президенчĕн «Чăваш Республикинчи çĕнĕ урамсене (ялсене) васкавлăн электрификацилесси çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн кăçал Чупайĕнчи Школьная, Патти ялĕнчи Молодежная урамсене (пурĕ 31 кил хуçалăхĕ) электрификацилес ĕç пырать. Хальхи вăхăтра Школьная урамра электричество пралукĕ карма юпасем лартса тухнă. Ăна пурнăçлаканĕ - Шупашкарти «Монтаж ВОХН» тулли мар яваплă общество. Çитес вăхăтра трансформатор вырнаçтармалла. Çавăн пекех асăннă ĕçсене Молодежная урамра та тума тытăнаççĕ.
«Вырăнти халăха пахалăхлă шывпа тивĕçтересси - тĕп тĕллевсенчен пĕри», - тесе шутлать вырăнти администраци. Çавна май республикăн «Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси» тĕллевлĕ программăна пурнăçласа кăçал Чупай тата Патти ялĕсенчи çăл куçсене, тарасасене тасатнă, пĕвесене тасатса пĕвеленĕ. Чупайĕнчи Ефремов, Николаев урамĕсенчи тарасасен çивиттисене витнĕ, Ленин урамĕнчи, вăрман çывăхĕнчи пĕвесене тасатса пĕвеленĕ, Патти чиркĕвĕ хыçĕнчи çăлăн çивиттине тунă.
Республика программипе килĕшÿллĕн халăх пурăнакан мĕн пур вырăнсен тĕп урамсен сетьне асфальт сармалла, çак ĕçе 2015 çул тĕлне вĕçлеме палăртнă. Ку программăна та вырăнти администраци май пур таран пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшать. Чупай тата Патти урамĕсене кашни çулах якатса, тирпей-илем кĕртсе тăрать. Кăçал Патти ялĕнчи Гоголь урамĕнчен пуçласа райпо лавкки таран вак чул сарса якатнă.
Ял хунаса пыни, паллах, ырă пулăм. Апла пулсан ун аталанăвĕшĕн пирĕн пурин те пĕрле тăрăшмалла, малашлăха ăнтăлмалла.