24 сентября 2010 г.
Шупашкарти пĕр типографире Н.Дмитриевăн «Пĕрремĕш мастер» кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Автор унта Кавалта çуралса ÿснĕ, хăлха илтменнисем хушшинче шашкăлла выляс енĕпе республикăри пĕрремĕш спорт мастерĕ Анатолий Петрович Фомин çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă.
Çав ятпа Кавалти библиотекăра ку кĕнекен презентацийĕ иртрĕ. Чи малтанах кĕнеке авторĕ Н.Дмитриев сăмах илчĕ. Вăл А.Фоминăн кун-çулĕпе спортри çитĕнĕвĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ, ялти библиотекăна кĕнеке парнелерĕ. ЧР шашка федерацийĕн вице-президенчĕ М.Ефимов шашка спортне аталантарма тимлĕх ытларах уйăрмалли, ытти районсенчи пекех район центрĕнчи шашка-шахмат клубĕ уçма сĕнÿ пачĕ.
Кавалти педагогика ĕçĕн ветеранĕ В.Туртушов А.Фомина лайăх пĕлни, ялта шашкăлла выляс енĕпе пултаруллă спортсменсем нумай ÿссе çитĕнни çинчен пĕлтерчĕ. Райадминистрацин физкультурăпа спорт секцийĕн заведующийĕ Л.Агапова физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн, «Пĕрремĕш мастер» кĕнеке авторне, СССР спорт мастерне, шашкăлла выляс енĕпе вунă хут республика чемпионне Н.Дмитриева район администрацийĕ ячĕпе Тав хучĕ пачĕ (ÿкерчĕк çинче).
А.Фоминăн Шупашкарта пурăнакан тăван йăмăкĕ Р.Гурьева шăллĕне çапла хисеп тунăшăн ял тата район администрацийĕсене тав турĕ.
Юлашкинчен республикăн экс-чемпионĕсем, спорт мастерĕсемпе кандидачĕсем блиц-турнир ирттерчĕç. Тупăшăва спорт мастерĕсем: Н.Дмитриев (Кавал), М.Ефимов (Кÿкеç), кандидачĕсем: Ю.Владимиров (Шупашкар), Г.Леочалов (Çĕнĕ шупашкар) (ÿкерчĕк çинче) хутшăнчĕç. Туслăх çĕнтерчĕ.