24 сентября 2010 г.
Иртнĕ шăмат кун Вăрмар поселокĕн стадионĕнче «Нацисен кросĕ-2010» спорт уявĕ иртрĕ. Старта район руководителĕсем, ял тăрăхĕсен, шкулсен пуçлăхĕсем, шкула кайма хатĕрленекен тата садике çÿрекен çамрăк шăпăрлансем, шкул ачисем, спорта юратакансем тухрĕç.
Ăмăртăва хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн çумĕ - райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов саламларĕç, ăнăçусем сунчĕç.
Кроса хутшăнакансене хăйсен тĕслĕхĕпе çĕнтерÿ патне пĕтĕм вăй-хăватпа туртăнма хавхалантарса старта чи малтанах VIP программăпа Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин ертсе пыракан тĕрлĕ шайри пуçлăхсен ушкăнĕ тухрĕ. Пуçлăхсен тĕслĕхĕ куракансене те, старта хутшăнма хатĕрленекенсене те чăннипех савăнтарчĕ. Вĕсем 500 метрлă дистанцие чупрĕç. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Ивановпа Аслă Чак ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Ухин тухрĕç. Виççĕмĕш вырăна Вăрмар райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитинпа Пинерти шкул директорĕ Г.Боредский пайларĕç.
Унтан ача садне çÿрекенсем тата пĕрремĕш класа каякансем 300 метрлă дистанцие парăнтарчĕç. Кĕтеснерти вăтам шкулта вĕренекен Т.Никифорова чи малтан финиша çитрĕ, хăйĕн пурнăçĕнчи пĕрремĕш медалĕ çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Чупай шкулĕнчи Д.Андреевăпа К.Михайлова йышăнчĕç.
Арçын ачасем хушшинче малти вырăна Мăнçырма шкулĕнче ăс пухакан Ж.Николаев тухрĕ. Д.Григорьевпа (Кĕтеснер шкулĕ) С.Баранов (Чупай шкулĕ) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
2001-2002 çулсенче çуралнисем хушшинче Чулкассене çитекенни пулмарĕ. А.Федотовапа Д.Васильев пĕрремĕшсем пулчĕç. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш результатсемпе арçын ачасенчен С.Анисимовпа (Чупай), Н.Волков (Тикаш) тухрĕç, хĕрачасенчен О.Григорьевăпа (Аслă Чак), Д.Никифорова (Чулкас) вĕçлерĕç. Шкул ачисен ушкăнĕсен тĕрлĕ дистанцийĕсенче малти вырăнсене К.Иванова, А.Алексеев, К.Ерастова (Энĕшпуç), Д.Григорьев, Э.Иванова, И.Егорова, А.Ильин, (Пинер), Е.Егоров, И.Иванова, В.Петрова, К.Кириллова (Пысăк Енккасси), К.Максимова (Арапуç), Д.Максимов (Шăхаль), В.Степанов, В.Савкова, Т.Владимирова (Аслă Чак), Т.Пугачева (Чупай), К.Васильев, М.Васильев, Е.Егоров (Мăнçырма), М.Малышев (Кивĕ Вăрмар), А.Андреев (Кĕтеснер), В.Иванов, А.Иванов, К.Линга, А.Васильев, А.Кириллов («Аван-Полимер») çĕнсе илме пултарчĕç. Çавăн пекех арçынсемпе хĕрарăмсен тĕрлĕ дистанцийĕсенчи ушкăнсенче А.Топтыгина, И.Топтыгин («Аван-Полимер»), Б.Григорьев, А.Муланова (район больници), О.Иванов (Энĕшпуç), И.Климова, И.Дмитриева, О.Владимирова, Т.Пичкова (Вăрмар поселокĕ), Л.Федорова (Аслă Чак), Э.Михайлова («Хĕрлĕ ялав» редакцийĕ) малти вырăна тухрĕç. Мала тухнă спортсменсене дипломсемпе наградăларĕç, медальсемпе чысларĕç.