24 сентября 2010 г.
1979 çулта Арапуç ялĕнче «Тюльпан» ача сачĕ ĕçлеме пуçланă. 1986 çулта ăна «Теремок» ят пама шутланă. Ача сачĕн заведующийĕ В.Федорик. Паянхи кун кунта 58 ача çÿрет, 3 ушкăн.
Çапах та ялсенче те ача садне çÿреме вырăн çитмест (20 шăпăрлан черетре-ха). Е.Иванова, В.Христофорова, С.Михайлова, Н.Давыдова воспитатель-педагогсем, Е.Максимова музыка преподавателĕ, Е.Сергеева медсестра «Теремокра» çитĕнекенсене тимлĕн пăхаççĕ. Р.Лаврентьева, М.Петрова поварсем, Е.Ипатьева завхоз ачасене тĕрĕс-тĕкел çитĕнччĕр тесе тăрăшаççĕ, апат-çимĕçе пур правилăна пăхăнса хатĕрлеççĕ. Акă, тĕслĕхрен, кăçал районти ача сачĕсенчи апат-çимĕç хатĕрлемелли блоксем хушшинче ирттернĕ конкурсра «Теремок» ача сачĕ 2-мĕш вырăна тухнă.
Ачасем ытларах мĕн çиме юратнине тĕпченĕ. Нумайăшĕ сĕтрен пĕçернĕ вермишель, тĕрлĕ запеканкăсем кăмăллаççĕ, яшкана та хаваспах çиеççĕ. Çемьере иртĕнсе ÿсмен ачасем кунти апата йăлт çисе яраççĕ, канфет-печени юратакансем тиркеме пăхаççĕ.
«Кăçал та, иртнĕ çул та ача садĕнче паха ремонт турăмăр, çĕнĕ йышши сĕтел-пукан туянтăмăр, ушкăнсене çĕнетсех тăратпăр. Ашшĕ-амăшсем пире пулăшсах тăраççĕ. Акă, тĕслĕхрен, Данил тата Артем Петровсен ашшĕ С.Петров урамра ача-пăча площадки валли пĕчĕк кĕпер ăсталаса пачĕ (Данила халĕ шкула çÿрет ĕнтĕ). Ашшĕ-амăшĕсен комитечĕ те пур, председателĕ С.Григорьева. Вĕсем ача садĕнче иртекен тĕрлĕ мероприятисене активлă хутшăнаççĕ», – каласа парать Валентина Николаевна.
«Теремок» ача сачĕ экологи направленийĕпе ĕçлет. Кашни ушкăнрах чĕрчунсен кĕтесĕ пур (попугай, çĕр шапи). Ачасем вĕсене мĕн пĕчĕкренех юратма вĕренсе ÿсеççĕ, хăйсемех апатлантараççĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ чечексем çитĕнекен «хĕллехи сад» пур. Пĕр пысăк пÿлĕмре илемлĕ, пысăк çулçăллă пÿртри чечексем ÿсеççĕ.
Ача-пăчасен хывăнса тăхăнмалли шкафĕсене пуян фантазиллĕ воспитательсем тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсемпе илемлетнĕ, çĕнетнĕ. Ушкăнсенче капăр тĕкĕрсем, вĕсене те ашшĕ-амăшĕсемпе воспитательсемех тунă. Ачасене юратакан, чăннипех ĕçлес тесех ĕçлес текен çынсем ĕçлеççĕ кунта. Тĕрлĕрен мероприятисем ирттереççĕ пултаруллă воспитательсем. Ачасене гимнастика, урисене массаж тутараççĕ, логика тĕлĕшĕнчен аталанмалли занятисем ирттереççĕ. Ача сачĕн заведующийĕ В.Федорик та воспитательсемпе савăнать, вĕсем çинчен лайăххине кăна калать.
Ача сачĕ мĕн уçăлнăранпа тăрăшать кунта Е.Иванова воспитатель. Уйрăмах С.Михайлова воспитатель питĕ активлă пулни курăнать, обществăлла пурнăçа активлă хутшăнать.
Кĕçĕн ушкăнри ачасен халĕ ача садне хăнăхмалли вăхăт пырать. «Теремок» ача садĕнчи воспитательсем ашшĕ-амăшĕсем хушшинче ятарлă ыйтăм ирттернĕ.
Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен тĕпренчĕкĕ ача садне кайма пуçласан улшăннине туяççĕ.
Ачисем юлташсем тупаççĕ, калаçма, юрлама пуçлаççĕ. Çемьере ытлашши тимлĕх курман ачасем часрах хăнăхаççĕ. Кунта кашнин кăмăлĕ расна, пурне те ăнланма пĕлмелле. Çамрăкрах воспитательсене вĕсем «мама» тесе, аслăраххисене «бабуля» тесе чĕнеççĕ.
Вĕсем чунне парсах ĕçлеççĕ ачасемпе. Акă иртнĕ çул С.Михайлова воспитателĕн ушкăнĕнчи В.Петрова республика шайĕнче иртнĕ «Тискер чĕрчунсен тĕнчи» конкурсра лауреат пулса тăнă.
«Ăслă ача» конкурсра та хутшăнаççĕ ачасем. Ялăн обществăлла пурнăçне те активлă хутшăнаççĕ. Çавăн пекех ача садĕнче «Тăван Ен – Чăваш Ен» музей кĕтесĕ хатĕрленĕ. Çапла ачасем халĕ пачах усă курман, тăхăнман япаласемпе паллашса ÿсеççĕ. «Теремок» ача садĕнче хăтлă та таса.