21 сентября 2010 г.
Çак авалхи ваттисен сăмахне Кивĕ Вăрмарта пурăнакан хĕрарăм хăлхине чикесшĕн пулман ахăр. Вăрмарти кайăк-кĕшĕк фабрикинчен 19 пуç çамрăк кăрккасене йăкăртса тухнă май никам курмасть, никам та илтмест тесе шутланă курăнать. Ара, хăй те çав хуçалăхра ĕçлекенскер тата шăп та лăп çав кунне графикпе канмалли кунра пулнăскер çине кам шутлатăр. Çук çав. Ĕмĕрсем тăршшĕпе пуçтарăннă çунатлă каларăшĕн витĕмĕ пурах, лекнĕ чее тилĕ тус.
Телефон вăрри
Тем çитмест çынна çак пурнăçра. Пĕрле пĕр сĕтел хушшинче ларса çиеççĕ, ĕçеççĕ. Вĕсенчен лайăхрах тус-юлташ та çук. Çав вăхăтрах пĕр-пĕрин япалисене пĕçертме хăтланаççĕ. Акă Саруй ялĕнче шик! шăхăрса пурăнакан пĕр хĕрарăм çурма çĕр 2 сехетчен ют арçын килĕнче мĕн тунине никам та пĕлмест. Анчах та кил хуçи телефонĕ çак хĕрарăмпа ураланнине йĕрке хуралçисем никам пĕлтермесĕрех тавçăрнă.
Кулли култарчĕ, симĕсси сиктерчĕ
Чулкас ялĕнчи К.Маркс урамĕнче час-часах пĕр «харсăр» арçын киккириккине хĕретсен хăйĕнчен вăйсăртарах хĕрарăма кÿрентерме пăхать. Ку хутĕнче те вăл хăйпе пĕрле пурăнакан, кĕпе-йĕмне çуса, апат пĕçерсе çитерекенскерне малтан чышкипе хĕненĕ, унтан чышки ыратма тытăнсан, вут пуленкипе çапса кăвакартса пĕтернĕ. Хăвăнтан вăйсăр çынна хĕнеме ним те мар пулĕ-ха, анчах саккун сакки çине ларсан лайăхах пулмĕ.
Хĕрлĕ Çыр ялĕнче те эрех ĕçсе ÿсĕр çÿрекенсем сахалах мар. Акă К.Иванов урамĕнче пурăнакан пĕр арçын карланкинчен курăниччен эрех ĕçсе тултарнă та, ним айăпсăр çынна пуçĕ кисреничченех тата шăммисем авăниччен çапса хĕненĕ. Çитменнине вĕлерессипе хăратнă. Çынна пурнăç парнелемен пулсан, мĕнле вĕлерессипе хăратма пултарать-ха совеçе çухатнăскер. Халĕ унăн «совеç миххине» шыраса тупмах тивет.
Вăрмар поселокĕнче пурăнакан тепĕр арçын та çÿлте палăртнисенчен пĕрре те кая мар. Унăн та алли ытлашшипех çÿлте - ĕçлеме мар - çапăçма. Çапла вара вăл кăçалхи августăн 5-мĕшĕнче хăйĕн килĕнче пĕр çынна хĕнесе кăвакартса сиен кÿнĕ. Юрать-ха хĕрлĕ кузуруклисем вăхăтра тытса чарса лăплантарнă, унсăрăн тем курма лекĕччĕ. Халĕ хăйĕн тивĕçлипе явап тытма тивĕ.
Çапла çав вăл «Куллин култарчĕ, симĕсси сиктерчĕ», тесе ваттисем ахальтен каламан. Симĕсси сиктерсен ял куласси çеç юлать.
Саваламан сак кĕтет
Кĕтеснерти кинĕпе хунямăшĕ пĕр чĕлхе тупса йĕркеллĕ пурăнас вырăнне харкашса çынна тĕлĕнтерес тенĕ пулĕ. Кинĕ хунямăш килне пырса темшĕн ятлаçма тытăннă, юлашкинчен ăна юн тухичченех тĕрлĕ çĕртен çапса, тапса хĕнесе кăвакартса пĕтернĕ. Ватă çын вăйсăррине кура унăн халат кĕсйинчен 5000 тенкĕ укçине кăларса илнĕ. Çапла вара вăл хунямăшне тĕрлĕ енлĕ сиен кÿнĕ. Ватă çине алă çĕклеме епле хăйнă-ши; Хăй те хăçан та пулин ватăласса аса та илмен пулас. Киревсĕрлĕхшĕн çамрăккин халĕ саваламан сак çине ларма тиветех.
.