21 сентября 2010 г.
Раççейре наркомансен шучĕ ÿссе пырать. Специалист-наркологсен шучĕпе, пĕр наркоман çулталăк хушшинче «шурă вилĕм» сукмакĕ çине 10-15 çынна тăратать.
Çамрăксем наркотиксемпе усă курма пуçланине, паллах, чи малтан ашшĕ-амăшĕсем сисме тивĕçлĕ. Вĕренекен хăйне унчченхинчен урăхларах тыткалама пуçланине учительсем те тавçăраççĕ. Наркотиксемпе усă курма пуçланă çынра мĕнлерех улшăнусем пулса иртеççĕ-ха;
Унăн куç шăрçисем пысăкланаççĕ е пĕчĕкленеççĕ, куçĕсем шывланарах тăраççĕ, çын çине тимсĕр пăхаççĕ, хусканăвĕсем сÿрĕк, вăхăт-вăхăт сулăна-сулăна каяççĕ, каланине тÿрех тавçăраймаççĕ, час-часах суяççĕ, çынпа хутшăнсах каймаççĕ, ытларах пĕчченлĕхе килĕштереççĕ, ют çынсемпе паллашма тăрăшаççĕ, ашшĕ-амăшĕн укçине вăрлаççĕ. Ача шкулта вĕренет пулсан, ÿрĕк-сÿрĕк вĕренме пуçлать, уроксене сиктерет. Асăннă паллăсем ашшĕ-амăшĕсемпе учительсемшĕн çийĕнчех мерăсем йышăнмалли сăлтавсем пулса тăраççĕ. Кун пек чухне тÿрех районти врач-наркологпа çыхăнмалла.