21 сентября 2010 г.
Çĕлен шĕвекне пула миçе çын, телейлĕ çемье шăпи арканчĕ-ши; Ялти ларăва тишкернĕ май çак ыйту канăç пами пулчĕ те. Ăçталла утать тăван халăхăм, тус-юлташсем. Мĕнле вăй туртать-ши этеме эрех черкки патне; Мĕнле телей курăнать-ши унăн тĕпĕнче; Чăнахах та çутă-ши вăл е тикĕт пекех хура.
Курка çине курка килет
Ÿсĕртесшĕн пуль,
Алла черкке тытаймиех
Тăвас теççĕ пуль.
Юрлать, савăнса юрлать чăваш çынни. Чăвашăн ĕçмелли сăлтавĕ туллиех: ача-пăча çуралнă - çумалла, çуралнă кун - епле-ха черккесĕр, пÿрт-çурт хăпартнă - ниме ĕçки, сысна пуснă - уяв. Çын пытарсан та чăваш хаяр шĕвекпех кăмăлне пусарать. Çак шухăшсене çирĕплетмешкĕн ялти ÿкерчĕксене илсе кăтартам.
Кăнтăрла
Урам варрипе ÿсĕр арçын саркаланса пырать, ялта ăна ватти-вĕтти паллать-ха, анчах хăй çеç никама та курмасть, палламасть. Мĕншĕн тесен вăл хăй ăçтине пĕлмест, ăçта каймаллине те чухлаймасть. Пĕлетĕп, лавкка умĕнче тусĕсене курнă та сăлтавсăрах çынна упăтене кăларакан шĕвеке лерккенĕ. Сăлтавĕ ĕçмешкĕн пулман! Килĕнче çемье пуçне арăмĕпе йышлă ачи-пăчи кĕтет. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усрать-ха вăл, çавăнпа та укçи-тенки унăн çителĕклех. Киле çитсен пуçланать вара «Картина»: арăмĕпе харкашать, ачисене тем те пĕр каласа кÿрентерет. Ÿсĕр теле- йĕшĕн миçе çын нушаланнине пачах карта хумасть вăл.
Çĕрле
Шел те, эрех чирĕпе чирлекенсен йышĕ çулсерен ÿссе пырать. Халĕ çÿлерех асăннă каччăсем çеç мар, хĕрсем те «шуйттан шĕвекĕ» еннелле туртăнаççĕ. Туртăнаççĕ тени те тĕрĕс мар, нумайăшĕ черккепе туслашма ĕлкĕрнĕ. Клуб çывăхĕнче тутисене чалăштарнă, пичĕ çине тушь юхса аннă, сăмах çумне сăмах аран çыпăçтаракан хĕрсене курсан чун-чĕре çÿçенет. Анне пулмаллискерсем-çке вĕсем, чăваш ăратне малалла тăсакансем. Камсенчен тĕслĕх илет-ха паянхи яш-хĕрĕм; Пĕрремĕшĕнчен, ман шутпа, çамрăксене воспитани паракан тĕп вырăн - урам, клуб тата вырăнти тус-юлташ. Иккĕмĕшĕнчен, килти лару-тăру, атте-анне «ырă тĕслĕхĕ». Виççĕмĕшĕнчен, телевиденипе паракан усал передачăсем. Сериал пăхатăн е çамрăксен передачисене - пур çĕрте те банкет, пур çĕрте те черкке. Акă, тепĕр чухне амăшĕсем хăйсемех тĕпренчĕкĕсене хĕрлĕ эрех ярса параççĕ. «Нумай мар, черкке тĕпне çеç яратăп. Хĕрлĕ эрех вăл нимех те мар, ĕç!» теççĕ вĕсем. Çакăнтан пуçланать те пÿтсĕр çĕршывăн чикки.
Ирхине
Ялта пĕр яш аранах тăххăрмĕш класс пĕтеркелерĕ. Ытарлă каласан этемлĕх ирĕ çакăнпа вĕçленĕ унăн. Шкул сакки йăлăхтарнине тусĕсене систерчĕ те, пĕр организацине ĕçлеме кĕчĕ. Унчченех сăра-эрехе тиркемен йĕкĕт халĕ кунсеренех ÿсĕр. Ăна, 17-ри каччăна, паллама та çук. Сăнран пăхсан сахалтан та 35-40-ри арçын тесе калатăн. Сăмакун ĕçсе шыçăнса кайнă вăл, калаçма та тĕлсĕр пуплет. Хăйне çуратнă амăшне кÿрентересси, ун çине кăшкăрасси çав услапшăн ним те мар. Çын пулайĕ-ши унран; Калама йывăр.
Хĕвел тухĕ-ши;
Этемлĕх ирĕ, пĕлетпĕр, аннерен килет. Вăл парнелет-çке пире пурнăç. Анчах та кунта та йĕрке сахал. Хĕрарăмсем те арçынсенчен юлмасăр эрех пички марафонне тухнă. Ÿсĕр хĕрарăма этем картне лартма май пур-ши; Вĕçĕмсĕр чĕрене çунтаракан ыйту. Константин Иванов, Петĕр Хусанкай, Петр Осипов, Леонид Агаков, Илпек Микулайĕ, Александр Артемьев тÿпене çĕкленĕ чăваш хĕрарăмĕ сăн-питне çухатса пырать.
Эпĕ тантăшсене, пĕлекен юлташсене чĕнсе каласшăн: ан çакланăр çак серепене. Черкке нихăçан та ырă патне илсе çитермĕ. Черкке тĕпĕнче нихăçан та телей йăлкăшмĕ.