21 сентября 2010 г.
Каччăн машинăпа чупма пĕлмеллех. Çăмăл машинăпа кăна мар, турттаракан машинăпа та, КАМазпа та, тракторпа та. Çулсеренех ĕнтĕ ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсенчи çара кайма хатĕрленекен çамрăксене В, С категориллĕ водитель пулма Вăрмарти РОСТО автошкула вĕренме ярать. Кăçал та октябрĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланĕ, пурĕ 90 каччă вĕренсе шофер правине илĕ. Вĕрентÿ 3 - 3,5 уйăха пырать. РФ Оборона министерстви çулсеренех çар ĕç комиссариачĕсене çамрăксене водителе вĕрентсе хатĕрлемелли план парать, автошкулта вĕренме укçа уйăрать. Çавăн пекех ют ялтан çÿрекенсене çул укçи, ĕç вырăнĕнчен хăтарса вĕренме яракансене вăтам уйăх укçи тÿлеççĕ. Кĕркунне çитес çулхи çуркунне çара каякансене, çуркунне - кĕркунне каякансене хатĕрлеççĕ. Республика шайĕнче вара çамрăксене водитель-электромеханик, связист, çутатакан агрегатсен специалисчĕ те пулма вĕрентеççĕ. Шкулта вĕренекенсем 2-мĕш смена, аслăраххисем 1-мĕш сменăпа вĕренеççĕ. Автошкула вĕренме кайиччен çамрăксем медкомисси тухаççĕ. Çара кайма юрăхлисем кăна çапла автошкулта тÿлевсĕр майпа вĕренме пултараççĕ.