21 сентября 2010 г.
Кивĕ Вăрмарта çуралса ÿснĕ Евгений Николаевич Павлов çак кунсенче тивĕçлĕ отпуск хыççăн - хăйĕн çемйипе Кăнтăр Осетие тухса кайрĕ. 2004 çултанпа Раççей çарĕн службинче вăл.
Вăрмарти Г.Егоров ячĕллĕ пĕрремĕш вăтам шкулта 9 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти профтехучилищĕре пĕлĕве малалла ÿстерет. Иккĕмĕш курсран ăна Раççей çарне илеççĕ. Пĕр çул Хусан хулинче службăра тăрать, ун хыççăн чăваш каччи хăйне контрактпа çур çуллăха Чечен Республикине яма ыйтать. Служба срокне татса таврăннă хыççăн службăна Хусана килет.
Тăван Вăрмар районне çаврăнса çитсен ăна каллех çар служби илĕртет. 2007 çулта Евгений виçĕ çуллăха контракт тăвать те Ленинград облаçĕнчи Выборг хулинчи пограничниксен чаçĕнче çар службине тăсать.
Халĕ вăл 10 çуллăха Кăнтăр Осетире хĕсметре пулмалли контракта алă пуснă.
Хăнăхнă ĕнтĕ вăл çакăн пек пурнăç йĕркине. Ахаль салтак служби тата контракт йĕркипе çар тивĕçне пурнăçлани расна. «Пĕррремĕш çулĕ, уйрăмах малтанхи 3 уйăх, йывăр пулчĕ. Тăвансемшĕн, килшĕн тунсăх пусаратчĕ, халĕ вара хăнăхнă ĕнтĕ. Контрактпа службăра пулни кулленхи ĕçе çÿренĕ евĕрех, ĕç укçи тÿлеççĕ, отпуск параççĕ. Çемьеллĕ пулни те пысăк пулăшу парать (икĕ ача çитĕнтерет Евгений мăшăрĕпе). Мораль, психика тĕлĕшĕнчен йывăр чухне çемье пурри вăй парать. Яланах çумра вăл», - тет Е.Павлов.
Службăра Евгений кинолог пулса ĕçлет. Çамрăк йытăсене алла вĕрентет, служба валли хатĕрлет. «Шкулта биологи предметне лайăх вĕренменшĕн кулянаттăм малтан. Йытăсем психологи енчен тĕрлĕрен пулаççĕ, кашнин характерне пĕлсе вĕрентмелле. Чи ансат «лар», «вырт», «тăр» командăсене вĕрентме 3 уйăха яхăн кирлĕ. Халĕ çурма ветеринар пулса тăтăм ĕнтĕ. Эпĕ нимĕç, кавказ, хĕвелтухăç овчаркисемпе ĕçлетĕп. Командăсене вĕрентсе пĕтернĕ йытта манран уйăраççĕ. Тĕрлĕ йытăсем тĕл пулаççĕ. Акă пĕринче пĕр йытă манран уйрăлнă хыççăн питĕ тунсăхларĕ, пĕр вăхăт хушши апат та çимерĕ. Теприн патне хăш енчен пымаллине те пĕлместĕн, виççĕмĕшĕ алăсене йăлт çыртса пĕтерчĕ», - каласа парать Евгений алли çинчи çĕвĕсене кăтартнă май. Кинологсем йытăсемпе ĕçленĕ чухне дресскостюм тăхăнаççĕ. Евгений çак специальноçа Карелинче вĕреннĕ.Çапла, çамрăклах Е.Павлов Ханкала, Минеральные воды, Грозный, Санкт-Петербург, Выборг, Сортавало, Владикавказ хулисене те çитсе курнă. Ĕç укçи 40 пин илет вăл, çĕршыв тăрăх транспортпа тÿлевсĕр çÿреме пултарать. Кашни çулах 64 кунлăх отпускра канма тăван тăрăха килет (45 кун - официаллă отпуск, 15 кун - Чечен Республикинче службăра пулнăшăн.
Пĕрре те ÿкĕнмест Евгений çакăн евĕр пурнăç суйласа илнĕшĕн. Чăн-чăн арçын вăл халĕ.