21 сентября 2010 г.
Çуллахи шăрăх çанталăк хыçа юлчĕ. Таврара кĕркунне хуçаланма пуçларĕ. Хаваслă сăн-питлĕ, чечек çыххисем ăшне путнă, шап -шурă бантлă хĕрачасем, яштака каччăсемпе хĕрсем, вĕрентекенсем асамлă Пĕлÿ утравĕ еннелле утрĕç.
Тĕнчипе шкул алăкне çав кун миçе алă уçса хупмарĕ-ши;! Кашниех вĕренес, юлташсемпе тĕл пулас тĕллевпе пурăннă-çке. Шкул умĕнче тĕрлĕ тĕслĕ ешерекен чечексем те ачасемшĕн тунсăхланă пулинех. Çу тăршшĕпе хăйсене шăварса сÿнме паман ачасене тав туса пуçĕсене сĕлтеççĕ.
Çу тăршшĕпех пушă ларнă шкул пĕр самантрах ачасен хаваслă та янăравлă сассисемпе тулчĕ. Çак пулăмран хакли шкулшăн нимĕн те çук-çке! Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче те Пысăк Енккасси шкулне пĕлÿ пухма çĕнĕ ачасем килчĕç. Çакна палăртса хăварма та кăмăллă, кашни класрах 16 ачаран кая мар. Пĕлÿ карапĕ çине вырнаçнă вĕренекенсемпе вĕрентекенсемшĕн 9 сехетре шăнкăрав янрарĕ, уяв пуçланчĕ. Пуриншĕн те асра юлнă ÿкерчĕк: Кнопочкăпа (М.Тимофеева) Незнайка (Н.Никитин) лартса панă сценка пулчĕ. Шкула пĕрремĕш хут пĕрремĕш класа килнĕ ачасем каланă сăвăсем пур ачан кăмăлне çĕклерĕç. Пĕлÿ кунĕ ячĕпе вĕренекенсемпе вĕрентекенсене ăш пиллĕ сăмахсемпе Н.Иванова, Л.Петров, Г.Архипова, Л.Дзюба, С.Калягин саламларĕç. Пысăк Енккасси шкулĕ çамрăк специалистсемпе пуянланса пынине те асăнса хăварас килет, вĕсем: А.Васильева, С. Димитриева, Т.Иванова, Т.Васильева. Апла пулсан çак шкулăн пуласлăхĕ пурах. Тăван шкулăма татах та ăнăçлăрах ĕçлеме, çитĕнÿ картлашкипе çÿлелле хăпарма ăнăçу çеç сунатăп.