21 сентября 2010 г.
«Пăрчкан пек вăр-вар, чăлт-чалт, кăл-кал», - теççĕ чăвашсем маттур та правур, ĕçчен, сăпайлă çынсене. Çакнашкал сăнарлă, ытарлă сăмахсем шăпах ырă кăмăллă, çутă сăнарлă Галина Филипповна Никитинăна пырса тивеççĕ. Манăн сăмахăм вара шăпах пултаруллă та маттур ĕçчен пирки пырĕ.
Пурнăç кустăрми пĕр шавсăр, шелсĕр малтан-мала талпăнать. Вĕсен - хĕрĕхмĕш çулхисен - пурнăç нушине, хĕн-асапне самаях астивме лекнĕ. Ашшĕ Филипп Григорьевич Демидов, вăрçăчченех аслă пĕлÿ илнĕскер, районти çутĕç пайĕнче, Энĕшпуç шкулĕнче, Вăрмар районĕн ĕç тăвакан комитечĕн инструкторĕнче тăрăшнă. Тăван çĕршывăмăр çине тискер хăрушă тăшман сĕмсĕррĕн тапăнсассăн, Филипп хăй ирĕкĕпе фронта тухса каять. Тăвансенчен, кил-йышран уйрăлас умĕн пĕчĕк хĕрне çĕклесе, ăшшăн ыталаса пил парса хăварать. Питех те шел, паттăр салтака тăван кил ытамне лекме Турри пÿрмен, Мускав хули патĕнче пынă хаяр çапăçура ĕмĕрлĕхех куçне хупать. Тăван ашшĕн чĕрçи çинче выляса-кулса ÿсме тивеймен пулин те, Галя пуçне усман. Амăшĕ, Антонина Прокопьевна, хĕрачана ырă та сывă, ăслă-тăнлă ÿстĕр тесе хăйĕн пĕтĕм вăйне, ăшшине панă. Шкулта Галина Демидова пур предметсемпе те лайăх ĕлкĕрсе пынă.
Пысăк Енккасси вăтам шкулĕ çамрăк ăрăва ĕçе юратма, пурнăçра тĕрĕс професси суйласа илме пулăшас енĕпе яланах ăнăçлă ĕçлесе пынă, халĕ те çаплах. Галя шкултах çĕвĕ машинисем пĕр тикĕс чупнине вĕçĕмсĕр сăнанă, тĕрлеме-çыхма хăнăхнă. Ăсталăхне ÿстерсе 3 çул хушши Çĕрпÿ хулинчи профессипе техника училищинче вĕренет. Мал ĕмĕтлĕскер каярахпа Хусанти вĕренÿ комбинатĕнче закройщиксен курсне пĕтерет. Çапла вара унăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 40 çулпа танлашать. Ял халăхĕ кăна мар, кÿршĕ ял ĕçченĕсем те унăн илемлĕ, пысăк пахалăхпа çĕленĕ тумтирне хаваспа, савăк кăмăлпа тăхăнса çÿренĕ, уяв кĕрекисенче пĕрне-пĕри савăнăç кÿнĕ.
Ĕçне кура - хисепĕ. Унăн тĕрлĕ çулсенче панă Хисеп хучĕсем, «Професси енĕпе чи лайăххи», «Социализмла ăмăртусен çĕнтерÿçи» - пурте çаксем Галина Филипповна ĕçре тăрăшулăх кăтартса пысăк çитĕнÿсем туни çинчен калаççĕ. Вăл ертсе пынă Пысăк Енккассинчи комплекслă йышăну пункчĕ яланах районта малтисен йышĕнче пулнă.
Тивĕçлĕ канăва тухсан та пĕр хушă «Яниковское» хуçалăхăн Пысăк Енккассинчи ĕне ферминче сĕт-çăва шута илес енĕпе ĕçлет. Ĕçчен çынна ял савать. Килти хушма хуçалăхра мĕнле кăна çимĕç çитĕнтермест пулĕ вăл. Канмалли кунсенче юратнă ачисене чăтăмсăр кĕтет. Вĕсем вара унăн тăваттă. Тăватă çутă çăлтăр. Ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçчен ÿсеççĕ. Аслă ывăлĕ Афганистан çĕрĕ çинче юнлă çапăçусене хутшăнать. Паттăр салтак Анатолий Никитин çапăçура хăюллăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн «Паттăрлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальсене тивĕçет. Хальхи вăхăтра Толя кÿршĕллĕ Тутар Республикин Юдино хулинче ĕçлесе пурăнать. Алеша - электровоз машинисчĕ. Таня пахчаçă профессине суйласа илнĕ, тĕрлĕ сортлă çимĕçсем çитĕнтерес енĕпе унран вĕренмелли чылай. Люда Чулхула патшалăх университетне пĕтерсе унти предприятире ĕçлет. Шел пулин те, Галя аппан упăшки Валя пичче ачисемпе, мăнукĕсемпе чылаях савăнаймарĕ, сиенлĕ цехсенче ĕçленине пула пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ.