АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаксене куçран вĕçертмеççĕ

17 сентября 2010 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ М.Игнатьев апат-çимĕç ытлашши хакланасран тĕрĕслесех тăрать. Хăй тытăмлăх ертÿçисемпе видеоконференци ирттернĕ чухне те çак ыйтăва хускатнă, вырăнти лару-тăрупа интересленсе тăма ыйтнă. Вăл хăй те тăтăшах республикăри апат-çимĕç пасарĕсенче пулса çынсемпе калаçать, хаксемпе кăсăкланать.

Хаксен ыйтăвĕ пур çыншăн та çивĕч ыйту. Çавăнпа та çак ыйтăва пирĕн район влаçĕ куçран вĕçертмеççĕ. Райадминистрацин экономика, промышленность, суту-илÿпе экономикăллă аталанăвĕн пайĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕç продукчĕсем çинчен информацие тăтăшах пухса пырать, тишкерет. Пухăннă информацие республикăри Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ Министерствине ярса парать, çавăн пекех Интернет урлă сарать. Çак официаллă тишкерÿ тăрăх пирĕн районти сутăн илмелли хаксем ытлашши ÿстернине палăртман. Тĕслĕхрен, сентябрĕн 3-мĕшĕ тĕлне çĕр улмипе хĕрлĕ кăшман хакĕ 15 тенкĕ, кишĕр - 24, пуçлă сухан - 20, суханăн симĕс çулçин пĕр пĕчĕк чăмакки - 10, сысна ашĕ- 130, ĕне какайĕ - 120, ыхра -160, хăяр - 15, помидор - 25, купăста 21 тенкĕ пулнă. Çак продуктсен хакĕсемпе сентябрĕн 14 - мĕшĕнче районти тĕп пасарта интересленсе çÿрерĕм: купăстана 25 тенкĕпе, кишĕре - 20, пуçлă сухана - 20, ыхрана 160 - 220, ĕне какайне 120 - 170, сысна ашне 120 -170, сурăх какайне 140 - 170, чăх какайне - 110, чăх тукмаккине -115, услам çăва - 100 - 200, çăмартана (категорисем тăрăх пайласа) 29 - 34, тăпăрчăна 60 - 70, сар çăва - 160, 1,5 литрлă сĕте 25 -30, шăнтнă пулăсене: сельдь - 43, минтай - 65, мойва - 35, скумбри - 75, терпуг - 90 тенкĕпе туянма пулать. Тĕтĕмлетнĕ пулăсемшĕн вара 80 тенкĕрен пуçласа 210 тенкĕ таран кăларса хума тивет. Çăнăх, кĕрпе хакĕсем вара çапларах - сентябрĕн 3-мĕшĕ тĕлне (районти тырă йышăнакан пунктри продуктсем): çăкăр пĕçермелли чи пысăк сортлă çăнăхăн 1 килограмĕ 13 тенкĕ те 70 пус, пĕрремĕш сортлин 12-70, тулăпа урпа кĕрписем -13-шер тенкĕ, пăрçа (çурмалла çурни) - 12, маннăй - 15, хура тул - 55, тĕрлĕрен рис кĕрписем 32-35, вир - 20, сахăр песукĕ - 33 тенкĕ. Сентябрĕн 14-мĕшĕнчи пасарти хаксем - сахăр песукĕ 36 тенкĕ, макарон изделийĕсем - 23, тĕрлĕрен сортлă рис кĕрпи - 34-42, хура тул - 55, пăрçа -18, маннăй -19, тĕрлĕ сортлă тулă кĕрпи - 14 - 22, геркулес - 15, икĕ килограмлă пĕр пачка çăнăх (сортне кура) - 32-38 тенкĕ тăраççĕ. Райпон «Заря» лавккинчи хаксем те ытлашшиех уйрăлса тăмаççĕ. Тĕслĕхрен, танлаштарса пăхма: хура çăкăр 13 тенкĕ, шурри -14, булка -13, çăмарта (сортне кура) - 10 штукĕ 34 -37, пĕр литр сĕт 32, ĕне какайĕ - 150, сурăхăн - 170, сыснан - 150, макарон изделийĕсем (сортне кура) - 22, 27 - 31, урпа кĕрпи 13, маннăй - 16, вир -21, пăрçа - 18, хура тул кĕрпи - 56, рис - 33-42, геркулес - 15, сахăр песукĕ 36 тенкĕ. Пĕ- тĕмĕшле илсен хаксем пĕрешкелех.

Райадминистрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕпе - ял хуçалăхĕпе экологи тата çĕрпе пурлăх пайĕн начальникĕпе Л.Петровпа хаксем пирки калаçнă май вăл пире çапла пĕлтерчĕ: «Рынок саккунĕсем пуриншĕн те пĕр, çавăнпа та вĕсене пур сутуçăн та пĕр пек пăхăнмалла. Чи кирлĕ апат-çимĕç продукчĕсен хакĕсене йĕркелесе тăрасси район умĕнче çаплипех çивĕч тăрать, пирĕн ăна контроллесех тăмалла, хаксене ытлашши ÿстерсе яма никама та ирĕк пулмĕ», - терĕ Леонид Иванович. Апла пулсан хаксене куçран вĕçертмĕç, вĕсем пĕр шайрах тăрĕç тесе шанас килет.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика