АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика Вăрмарсене пур енлĕн пулăшĕ

17 сентября 2010 г.

Халăхпа тĕл пулса калаçас, çынсене хумхантаракан ыйтусене сÿтсе явас тĕллевпе иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне пирĕн района ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев ертсе пыракан ушкăн килсе çитрĕ.

Информаци ушкăнĕнче ЧР Культура министрĕн çумĕ А.Усов, ЧР Президент Администрацийĕн специалисчĕ Б.Краснов, Суд департаменчĕн ЧР Управленийĕн начальникĕ В.Петров, Чăвашстатăн руководителĕн çумĕ Л.Егорова, РФ Патшалăх статистикин специалисчĕ Т.Анашкова, ЧР Вĕрентÿ министерствин управленийĕн начальникĕ М.Федотов, «Чăваш Республикинчи çĕр кадастр палати» учрежденийĕн пуçлăхĕ Т.Матвеева пулчĕç. Кун йĕркинчи ыйтусем çивĕч те кăткăс - апат-çимĕç хакĕсене виçесĕр ÿснине чарасси, хутса ăшăтмалли тапхăра тивĕçлĕ хатĕрленесси, ял хуçалăх продукчĕсене сутассипе районсенче ярмăрккасем йĕркелесси тата Пĕтĕм Раççейри çырава тивĕçлĕ шайра ирттересси. Чи малтанах ĕçлĕ ушкăн Вăрмарти культура çуртĕнче район активĕпе тĕл пулу ирттерчĕ. Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин уçрĕ. Константин Владимирович Вăрмар поселокĕнче иртнĕ эрнере пулнă пушар пирки чарăнса тăчĕ. Район администрацийĕ инкек тÿснĕ çынсене пурне те вăхăтлăха пурăнмалли вырăнсемпе тивĕçтернĕ, çын пуçне 5 пин тенкĕ пулăшу панă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ эрне пуçламăшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕпе Н.Суслоновăпа тĕл пулни пирки пĕлтерчĕ. Нина Владимировна инкек тÿснĕ çынсене пулăшусăр хăварманнине, республика Вăрмарсене пур енлĕн пулăшма шантарнă.Çавăн пекех Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин кăçал çанталăк шăрăх тăнипе ял хуçалăх культурисем типсе пĕтнине, район пысăк тăкак тÿснине палăртрĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ Г.Васильев типĕ çанталăка пула ял хуçалăхĕнче инкек тÿснисене патшалăх енчен пулăшас ыйтусемпе тухса калаçрĕ. «Ял хуçалăхне пулăшма 580,25 млн тенкĕ куçараççĕ. Çав укçа-тенкĕне ял хуçалăх культурисем пĕтнине саплаштарма 302,79 млн тенкĕ, выльăх-чĕрлĕх отрасльне пулăшма - 250 млн тенкĕ, вăрлăх тата хими хатĕрĕсем туянма - 27,46 млн тенкĕ уйăраççĕ. Кунсăр пуçне ял хуçалăх техникине илме пулăшу параççĕ, тĕрлĕ кредитсене тÿлесе татмалли вăхăта 2014-2015 çулсене куçараççĕ, ял çыннисем 650 млн тенкĕ çăмăллăх кредичĕ илме пултараççĕ. Паянхи тĕллев - выльăх-чĕрлĕх йышне сыхласа хăварасси. Ăна пурнăçлас тесен выльăх апачĕ хатĕрлес тесе çине тăрсах тăрăшмалла, çанталăка кура, тен курăксене виççĕмĕш хут çулса илме те пулĕ. Унсăр пуçне сутăн илмелле, çав шутра республика тулашĕнчен те туянассине йĕркелемелле», - терĕ Генрих Геннадьевич.

Юлашки вăхăтра республикăра хăш-пĕр çĕрте апат-çимĕç хакĕсем тăруках тата сăлтавсăрах ÿссе кайнă. Хака мĕншĕн ун чухлĕ ÿстернĕ; Кам айăплă; Тĕрĕслени çакна кăтартать: меллĕ самантпа усă курса хăш-пĕр тавар сутакан халăх шучĕпе пуйма шут тытнă, çавна май социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсен мониторингне кашни эрнерех ирттерсе тÿрĕ чунлă мар тавар сутакансене хаçат страницисем урлă витĕм кÿресси пирки те каларĕ ЧР Культура министрĕн çумĕ А.Усов. Кăçалхи октябрĕн 14-25-мĕшĕсенче Пĕтĕм Раççейри черетлĕ çырав иртет. Çыравпа çыхăннă тĕрлĕ ыйтусемпе Чăвашстатăн руководителĕн çумĕ Л.Егорова паллаштарчĕ. Çыравçă - кăсăк служба тивĕçне пурнăçлакан патшалăх çынни. Çырав вăхăтĕнче вĕсем час-часах тĕрлĕ пăтăрмахлă лару-тăрăва кĕрсе ÿкеççĕ. Çав сăлтава пулах 2002-мĕш çултанпа çыравçăсене страхлама тытăнни ахальтен мар. Страхлав тÿлевĕн чи пысăк виçи - 20 пин тенкĕ.

Çавăн пекех çĕр, суд, вĕрентÿ ыйтăвĕсемпе «Чăваш Республикинчи çĕр кадастр палати» учрежденийĕн, Суд департаменчĕн ЧР Управленийĕн, ЧР Вĕрентÿ министерствин надзорпа контроль управленийĕн пуçлăхĕсем Т.Матвеева, В.Петров, М.Федотов тухса калаçрĕç. Татьяна Геннадьевна каланă тăрăх, республикăри 21 районсенчи çĕр кадастр палатисенчен 6 çеç хăварнă. Реструктуризаци хыççăн сыхланса юлнисен шутĕнче Вăрмарти филиал та пур. Кăçалхи сентябрĕн 15-мĕшĕнчен Вăрмарти çĕр кадастр палати малашне Тăвайпа Куславкка районĕсен çыннисене йышăнма пуçланă.

Райадминистрацин организаципе контроль ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов суйлав тата çырав ыйтăвĕсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Ĕçлĕ тĕл пулу вăхăтĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин сцена çине ЧР çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пай пуçлăхне М.Пуклаковпа районти воин-афганецсен обществăлла пĕрлешĕвĕн председательне О.Ильина чĕнчĕ. Вĕсем çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре палăрнăшăн В.Авакумов, В.Петров, А.Игнатьев, В.Александров, Ю.Ларионов воин-интернационалистсене Раççейри Афганистан ветеранĕсен Канашĕн «Тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн», О.Кузьминпа В.Николаева - «ВДВна - 80 çул» медальсем парса чыс турĕç.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика