АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр çын та пулăшусăр юлмĕ

14 сентября 2010 г.

Район администрацийĕнче ларусен залĕнче иртнĕ канашлура Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн заместителĕ Л.Рулькова, катастрофа енĕпе ĕçлекен республикăри медицина центрĕн тĕп врачĕ А.Федоров ертсе пыракан ушкăн, район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, заместителĕсем, пай начальникĕсемпе сектор заведующийĕсем, республика, федераллă службăсен, муниципаллă предприятисен руководителĕсем поселокра пулса иртнĕ хăрушă инкек тÿснĕ граждансене пулăшу памалли майсем пуррине сÿтсе явнă.

Çакна палăртмалла: кăçалхи сентябрĕн 11-мĕшĕнче каçхине 23 сехет те 10 минутра пуçланнă пушарта поселокри Некрасов тăкăрлăкĕнчи 12,13 çуртсем (пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 477,17 тăваткал метр) çунса кĕлленнĕ. Сăлтавĕ - паллă мар çынсем вут-çулăмпа асăрханусăр усă курнинче. Асăннă çуртсем «2008-2011 çулсенче Чăваш Республикинче вырнаçнă авариллĕ çурт-йĕрсенчен граждансене куçарасси» тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн пурăнма юрăхсăррисен шутне кĕртнĕ. 2010 çулхи сентябрĕн 12 -мĕшĕ тĕлне кунта пурĕ 43 çын (вĕсенчен 11 ача) пурăннă. Хальхи вăхăтра вĕсене пурне те пулăшу парас ĕç пырать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин инкек тÿснĕ граждансене районти пур предприятисемпе организацисен, республика, федераллă службăсен кĕске вăхăтра пур енлĕн пулăшмаллине палăртрĕ. Хальхи вăхăтра инкек тÿснĕ граждансене пурне те вăхăтлăх пурăнмалли вырăнсемпе тивĕçтернĕ. Унсăр пуçне райпо канашĕн председателĕ С.Харитонов палăртнă тăрăх, кунне виçĕ хутчен райпон «Юность» кафере вĕсене тÿлевсĕр апатлантараççĕ. Райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ А.Енькова пĕлтернĕ тăрăх, район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн пушарта шар курнă кашни çынна 5000 тенкĕ пулăшу пулĕ. Асăннă пушарта инкек тÿснĕ шкул ачисене шкулта тÿлевсĕр апатлантарĕç, çавăн пекех шкул çулне çитмен ачасене ача садне вырнаçтарĕç. Çавăн пекех вĕренÿ кĕнекисемпе те тивĕçтерĕç. Инкек тÿснисен çунса кĕлленнĕ докуменчĕсене те кĕске вăхăтра çĕнерен туса пама шантарчĕç. Ку енĕпе РФ Федераллă миграци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн Вăрмар районĕнчи уйрăмĕн, районти пенси фончĕн, ĕçпе тивĕçтерекен центрăн активлă пулмалла.

Инкек тÿснĕ çынна психологи тĕлĕшĕнчен те пулăшу кирлĕ. Çакăн çинчен тĕплĕнрех ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн заместителĕ Л.Рулькова чарăнса тăчĕ. Вăл шар курнисене пулăшма республикăран ятарласа специалистсем килнине пĕлтерчĕ, вĕсем вара паянах пулăшу пама хатĕррине каларĕç. Район больницин тĕп врачĕ В.Кириллов пушарта сусăрланнă çынсем çуккине пĕлтерчĕ, врачсем инкек тÿснисене медицина пулăшăвĕ пама яланах хатĕррине палăртрĕ.

«Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха ертсе пыракан компани» тулли мар обществăн директорĕ О.Викторов пушарта инкек курнисен коммуналлă пулăшушăн тÿлемелли парăмĕсене общество хăй çине илнине пĕлтерчĕ.

«Пушарта инкек курнă граждансем пĕри те пулăшусăр юлмĕç. Вĕсене район администрацийĕн резерв фондĕнчен мĕн кирлипе пĕтĕмпех тивĕçтерĕпĕр», - терĕ К.Никитин юлашкинчен.

Пушарта инкек тÿснĕ граждансен ыйтусем çине тĕплĕнрех хурав тупас тесен çак телефонсемпе шăнкăравламалла: 2-17-71, 2-16-44, 2-10-87, 2-12-02, 2-10-02.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика