14 сентября 2010 г.
Раççей ял хуçалăх министерствипе ЧР Министрсен Кабинечĕн килĕшĕвĕ тăрăх республикăна килнĕ укçа-тенкĕпе ял хуçалăхĕнче ĕçлесе пурăнакан çынсен, çав шутра çамрăк специалистсемпе çемьесен пурнăç условийĕсене лайăхлатма 70,0 миллион тенкĕпе туллин усă курнă. Сентябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне социаллă тÿлев пани çинчен ĕнентерекен 270 свидетельство панă, çав шутра - 162 гражданпа 108 çамрăк çемьене.
Республика Президенчĕ М.Игнатьев Раççей ял хуçалăх министрĕпе Е.Скрынникпа тĕл пулнă вăхăтра калаçса талса ку енĕпе республикăна татах та 40,0 миллион укçа-тенкĕ килсе кĕмелле. Çакă вара ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсене питех те пысăк пулăшу пулĕ.