АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ылтăн кĕркунне тата ир килекен хĕл

14 сентября 2010 г.

Çут çанталăкра пурте хăй еккипе. Шăрăх та типĕ кунсем иртрĕç. Кĕр çитрĕ. Вăл çитнĕ-çитмен ватă ăшшине («бабье лето») кĕтме пуçларăмăр.Ватă ăшши сентябрь варриччен тăсăлмалла. Çак хушăра çил час-часах анăç тата çурçĕр-анăç енчен вĕрет. Çавăнпа та кăнтăрлахи сывлăш температури 13-18 градус, каçхи 7-12 градус пулать. Уйăх варринче, антициклон Вăтам Атăлçи тăрăхне куçсан, кăштах ăшăтать. Çак хушăра пĕлĕтсĕртерех çанталăк пулать, çумăр кăштах çума пултарать.

Сентябрĕн 18-мĕшĕнчен 25-мĕшĕччен çанталăк улшăнать. Çурçĕр атлантика циклонĕ сивĕ те çумăрлă çанталăк илсе килет. Кăнтăрла - 7-12 градус, каçпа 0 - 5 градус кăна ăшă пулать.

Уйăхăн юлашки кунĕсем ăшă атлантика циклонĕ витĕмĕпе иртеççĕ. Кăнтăр енчен пирĕн тăрăха ăшă витĕм килет. Сывлăш температури кăнтăрла 15-20 градус таран ăшăнать, каçпа - 7-12. Ун чухне çумăр çумалла мар.

Октябрь уйăхĕн малтанхи пилĕк кунĕнче те ăшă тăмăлла. Уйрăм кунсенче сывлăш 23 градус таранах хĕрмелле. Анчах та ун хыççăн çанталăк тăруках питĕ хытă сиветет. Кăнтăрла 0-5 градус ăшă тăркаласан, каçпа 1-6 градус сивĕ пулать. Ылтăн кĕркунне тапхăрĕ пулĕ вăл. Хĕвеллĕ те сивĕ çанталăкра çулçă çумăрĕпе киленме май килĕ. Октябрĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа 25-мĕшĕчченех çакнашкал сивĕ те хĕвеллĕ çанталăк тăрĕ.

Уйăхăн юлашки пилĕк кунĕнче юр çума пуçлать. Ахăртнех вăл çуркуннеччен те ирĕлмĕ.

Ноябрĕн малтанхи тата юлашки вунă кунлăхĕсенче юр кĕрчĕсем ÿсмелле - асăннă тапхăрта юр чылай çумалла. Енчен те ноябрь пуçламăшĕнче температура нуль градуса çывăх пулсан, уйăхăн пĕрремĕш вунă кунлăхĕ вĕçленнĕ тĕле хĕл хăйĕн вăйне кăтартма пуçлать - каçхине сывлăш температури 15-20 градус сивĕ пулать. Сивĕ антициклон витĕмĕпе шăнтасси ÿссех пырать. Иккĕмĕш вунă кунлăхра хĕвеллĕ кунсем пулаççĕ, анчах та самаях ăшă тумланма тивет, мĕншĕн тесен кăнтăрла та 4-9 градус сивĕ пулать. Ноябрĕн 20-мĕшĕ тĕлнелле кăна кăштах ăшăтать. Анчах нумайлăха мар, сивĕсем таврăнаççĕ. Ноябрь вĕçĕнче, юр çуса иртнĕ хыççăн, термометр çинче татах 15-20 градус сивĕ пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика