АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыравçăн психолог та, дипломат та пулмалла

14 сентября 2010 г.

Халăхăн уйрăм категорийĕсем хушшинчи çырав ирттересси чи йывăррисенчен пĕри шутланать. Ку 2002 çулта Пĕтĕм Раççейри перепись вăхăтĕнче те, çавăн пекех 2008 çулта тĕрĕслесе пăхас шутпа ирттернĕ çыравра та палăрнă.

Кам-ха вăл çыравçă; Халăха çывăх пулма, çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарĕ-и; Хăйне тыткаланипе, туйăмĕпе вăл чăннипех те служба тивĕçне пурнăçлакан патшалăхăн полномочиллĕ çынни пулнине ĕнентерĕ-ши; Çавна май çитес çыравра - хăв калаçма, хăвна йĕркеллĕ тытма пултарнине тĕрĕслемелли тест та. Çынпа кăмăллă калаçса, мĕнпур ыйтăва хуравлаттарса уйрăлма та пĕлмелле. Çыравçăн психолог та, дипломат та пулма тивет.

Переписчиксен ĕçĕ-хĕлĕ çăмăл мар. Кашнинех 10 кун хушшинче 40 киле çитмелле. Районĕпе 69 переписчик çырав ирттерме хатĕр. Мĕнпур переписчике голографи палиллĕ удостоверени параççĕ. Унпа пĕрле паспорт та кăтартма тивет. Унсăр пуçне çырав ирттерекен çын çинче çырав эмблемиллĕ шарф пулĕ. Тĕттĕм урамсемпе подъездсенче усă курма хунарпа тата усал шухăшлă çынсенчен сыхланма шăхличпе тивĕçтереççĕ. Перепись докуменчĕсене вара «Патшалăх статистикин федераци служби» тесе çырнă тĕттĕм кăвак тĕслĕ ятарлă портфеле чикнĕ. Çыравçăн ĕç вĕçленнĕ хыççăн сумкăна кашни кунах каçхине инструктор участокĕнче хăвармалла.

Çак уйăхсенче переписчиксене хĕрсе кайсах çырава хатĕрлеççĕ, пĕтĕмпе вĕсене 4 кун вĕрентеççĕ, кайран тест витĕр кăларса чи маттуррисене суйласа илеççĕ.

Перепись вăхăтĕнче 4 кану кунĕ лекни те лайăх. Çакă çырав ĕçне чылай çăмăллатать. Ара, çынсенчен ытларахăшĕ уяв вăхăтĕнче килте пулма тăрăшать.

Çыравçă темиçе пырсан та тĕрлĕ сăлтавпа алăк уçмасан, çынсем хăйсем те перепись участокне пымасан, çак адреспа пурăнакансем пирки пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнчен ыйтса пĕлĕç. Ун чухне хăш наци çынни пулни те, пĕлÿ шайĕ те шута илĕнмест.

Çырав ялсенче тем тесен те çăмăлтарах иртмелле. Кунта киле кĕртменни, алăк уçманни пулман. Переписчик те ют çын мар, вăл ялта пурте паллакан медсестра е вĕрентекен, е ял тăрăхĕнче ĕçлекен пулĕ.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика