14 сентября 2010 г.
Республика Стройминĕ пĕлтернĕ тăрăх Чăваш Енĕн виçĕ çуллăх бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен калакан саккунпа килĕшÿллĕн 2010 çулта федерацин «Пурăнмалли çурт-йĕр» программин «Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» çум программине пурнăçлас тĕллеве пушанакан 91,4 млн тенке çамрăк çемьесене социаллă тÿлевсем пама ямашкăн йышăннă.
Укçана республикăн «2002-2015 çулсенче çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса пама патшалăх енчен пулăшасси» программăпа килĕшÿллĕн уйăраççĕ.
Укçа уйăрмалли механизма çапларах палăртнă: çурт-йĕрĕн вăтам хакĕн 35 проценчĕ - ачасăр çемьесем валли, республика бюджечĕн шучĕпе; çурт-йĕр хакĕн 40 проценчĕ - пĕр е ытларах ачаллă çамрăк çемьесем, çавăн пекех пĕр е ытларах ачаллă тулли мар çемьесем валли. Ку тĕслĕхре укçан 38 процентне республика бюджетĕнчен уйăраççĕ, 2 процентне - вырăнсенчи бюджетсенчен.
Сентябрĕн 9-мĕшĕнчен тытăнса çамрăк çемьесем çÿллерех асăннă программипе килĕшÿллĕн патшалăх пулăшăвĕпе усă курмашкăн ыйтса çырма пултараççĕ.