АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв пурри - пурнăç ырлăхĕ

14 сентября 2010 г.

Республикăн «Чăваш Республикинче пурăнакансене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси» тĕллевлĕ программăна «Урмарыводхоз» муниципаллă предприяти тивĕçлĕ пурнăçласа пырать. Çавна май 3 çулхи кăтартăвĕсем те курăмлă.

Унччен маларах ĕçленĕ «Коммунальник» муниципаллă унитарлă предприятин тăкакĕсене хăй çине илсе пĕтĕмпех татма пултарнăскер, паян аталану çулĕпе пырать тесен те йăнăш пулмасть.

Кăçал 8 уйăхра кунти ĕçченсем 6 миллион та 198 пин тенкĕлĕх ĕç тунă. Предприяти пуçлăхĕ Анатолий Александрович Васильев палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра предприяти ура çинче çирĕп тăрать. 2007 çулхи сентябрĕн 17-мĕшĕнче уçăлнăскер, çак кĕске вăхăтра чылай курăмлă ĕçсем тума пултарчĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕ - вырăнти халăха пахалăхлă шывпа тивĕçтересси. Çакă вара коллектив членĕсем пĕр шухăшлă пулса тăрăшнинчен килет. 7 çынран тăракан` коллектив шучĕ йышлансах пычĕ. Халĕ кунта 34 çын тăрăшать. Ĕçлемелли вара вĕсен чылай.

Районĕпе пурĕ 200 километр тăршшĕ шыв пăрăхĕ туртнă, вĕсенчен 180 километрне çĕнĕрен улăштармалла. Республикăри тĕллевлĕ программăпа Пысăк Енккассинче 20 километр тăршшĕ, поселокра пурĕ 13 километр шыв пăрăхĕсене хывнă. Вĕсенчен 80 процент ытла юсамалла е çĕнĕрен улăштармалла. Кăçал планпа 200 метр пăхнă пулсан, 350 метр шыв пăрăхĕ çĕнĕрен хывнă. Поселокри Ленин, К.Иванов, О.Кошевой урамĕсенче шыв пăрăхĕсене улăштарнă. Нумаях пулмасть И.Яковлев урамĕнче шыв пăрăхне юсанă. Кунта В.Меркурьев экскаваторщик пысăк тăрăшулăх кăтартнине палăртмалла. Шыв колонкисене юсассипе те ĕçсем туса ирттернĕ, икĕ скважинăри насуссене улăштарнă. Чулкасран Вăрмар поселокне килекен шыв пахалăхне Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн Çĕрпÿри территори уйрăмĕ тĕрĕслесех тăрать. Хальхи вăхăтра хваттерсенче шыв мĕн чухлĕ пĕтнине шутлакан счетчик лартассипе ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне поселокри шыв тасатакан сооруженинче, çÿп-çап тăкмалли полигонра та ĕçсем пыраççĕ. «Пирĕн предприятин пурнăçламалли ĕçсем чылай. Коммуналлă пулăшушăн хваттер, уйрăм кил хуçисем вăхăтра тÿлесе пырсан ĕç малалла кал-кал кайĕ», - тет Анатолий Александрович çивĕч ыйтусене хускатса.

Асăннă предприяти кашни çулах районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа вырăнти халăха ĕçе вырнаçтарас тĕллевпе килĕшÿ тăвать. Çавна май кăçал акă кунта 6 çын тăрăшса вăй хурать. Вĕсен йышĕнче 30 çула çитмен çамрăксем те пур. «Çамрăк ăрăва хамăр предприятине ытларах явăçтарма шутлатпăр, мĕншĕн тесен вĕсенче пирĕн малашлăх, ÿсĕм çăл куçĕ», - тет А.Васильев пуçлăх.

«Урмарыводхоз» муниципаллă унитарлă предприяти çулсерен пурлăхпа техника базине те вăйлатсах пырать. Кăçал çĕнĕ экскаватор, УАЗ автомашина, çÿп-çап тăкмалли 16 контейнер, офис валли компьютер илнĕ. Тĕллевĕсем пысăк, малашлăхĕ уçăмлă ку предприятин. Апла пулсан вĕсене пурнăçа кĕртме çирĕп сывлăх, çутă малашлăх кăна сунмалли юлать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика