АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кивĕ Вĕренер ялĕ

14 сентября 2010 г.

Ученăйсем палăртнă тăрăх ĕлĕк-авалхи хăш-пĕр ялсен ячĕсене ик-виçĕ тĕрлĕ каланин сăлтавĕсем пур. Çав сăлтавĕсенчен пĕри вăл пĕр ялтах темиçе тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан çынсем пурăнни.

Кивĕ Вĕренерĕн те мĕн авалтан икĕ ят пулнă. Малтанах çак яла Мăрат (Мурат), каярахпа Вĕренер тенĕ. Мăрат Пăлхар тăрăхĕнчи арçын ячĕ. Мурат ята язычество (темиçе Турра ĕненни) вăхăтĕнче чăвашсене, тутарсене те панă. XIII-мĕш ĕмĕрте Пăлхарсен пĕр патши Мурат ятлă пулнă. Муратово ят çак ялта Мурат ятлă çын пурăннипе çыхăннă, вăл яла пуçласа яракансенчен хисеплĕрех, паллăрах çын пулнă пулĕ.

Вĕренер ят Ара шывĕ ятĕнчен тухнă. Чăвашра сăмах çумне суффикс хушса калас йăла мĕн ĕлĕкрен пулнă. Сăмахран: «касси» - хурăнкасси, юманкасси, çырмакасси, хыркасси. «Нер» - Пинер, Кĕтеснер, Тÿпнер, Вĕренер... Вăхăт иртнĕçемĕн сăмах калама якалса - çăмăлланса пынă. Аранер, Эренер, Вĕренер. Муратово - Вĕренер сăмахсене вырăсла - чăвашла та куçарма май çук. «Вĕренер» сăмахне куçарма пулать-ха, анчах вăл ял ячĕ пулма пултараймасть. Ял ячĕ вырăсла çын ячĕпе, чăвашла Ара шывĕ ячĕпе çыхăннă.

Вĕренер ялĕ çинчен çырнă хăш-пĕр статьясемпе, Е.Пряников краеведăн тата архивсенчи тĕрлĕ материалсемпе паллашнă хыççăн çапла шухăшлама пулать. Истори тăрăх пирĕн таврара XIV-мĕш ĕмĕрте Ылтăн урта ушкăнĕсем хăратса-çаратса çÿренĕ. Вĕсенчен хăраса хальхи Комсомольски район тăрăхĕнчи чăвашсемпе тутарсем тарса килнĕ. Вĕсем Кавал ялĕнчен аякра мар Ара шывĕн суллахай енчи пысăк ту айккине вырнаçнă. Ялпа юнашар чăваш-тутар масарĕсем уйрăмшарăн уçнă. Вăхăт иртнĕ май ял тăвалла ÿссе-сарăлса пынă Йăванчă ялĕ пулса тăнă. Ялта чăвашсемпе тутарсем пурăннă. 1552-мĕш çулта И.Грозный Хусана илсен халăх хушшинче православи тĕнне сарассине вăйлатнă. Йăвăнчă ялĕнчи хăш-пĕр чăвашсем тата православи тĕнне килĕштерекен тутарсем хальхи Вĕренер ялĕ вырăнне пурăнма куçнă. Çапла вара çак икĕ ялĕнче те чăвашсемпе тутарсем хутăш пурăннă. Вăхăт иртнĕ май Йăвăнчă ял çыннисем мăсăльман тĕнне йышăнса тутарланса, Вĕренер халăхĕ православи тĕнне кĕрсе чăвашланса пынă. 1880 çулта Тĕрлемесри И.Артамоновран П.Арзамасов çырса илнĕ тăрăх 1850-60 çулсенче Йăвăнчă ялĕ çурри чăваш пулнă. 1980 çулсенче Е.Пряников краевед Кивĕ Вĕренерти Софрон Степанов (1879-1961 ç.), Николай Ефремов (1890-1987 ç.) каласа панисенчен çырса илнĕ. Вĕсен ашшĕ-амăшĕсем каланă тăрăх та Йăвăнчăра Вĕренер çыннисем пĕр-пĕрин патне хăнана çÿренĕ, Йăванчăри чăвашсем сĕтел хушшине ларнă чух сăх сăхнă, хĕрарăмĕсем сурпан сырнă. Ĕлĕкрех Вĕренерти вилĕсене те Йăвăнчăн чăваш масарĕ çине пытарнă, каярахран Вĕренер хăй çĕнĕ масар уçнă. 16-17-мĕш ĕмĕрсенче чăвашсем вил тăприсем çине чул юпасем лартнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче Йăвăнчăри чăваш масарĕ çинче 98 чул юпа тупнă. Вĕренер ял масарĕ çинче - 2-3 чул юпа. Çакă çирĕплетет те малтанхи вилĕсене Вĕренер çыннисем Йăвăнчă масарĕ çине пытарнине. Йăвăнчăри юлашки чăваш Макçăм ятлă пулнă, вăл 100 çул каялла вилнĕ.

Вĕренер ялĕнче те тутарсем пурăнни паллă. Пĕр урамĕ Акмăрза ятлă. Унта шур сухаллă Мурза ятлă тутар пурăннă. Нарзи, Инай, Ибрай тутар çемйисем пулнă. Çак тутар йăхĕсенчен тухнă çынсем чăвашланса кайнă. Малтанхи ывăл çуралсан тутарсене Вахытлă ул - «Вăхăтлă ывăл», - тенĕ. Николай Ефремов (Вахат çÿппи) 97 çула çитсен вилчĕ. Унăн ашшĕ Ефрем 1909 çулта çĕре кĕнĕ. Вăл вăхăтра Çÿппи пичче 19 çулта пулнă. Ашшĕ каланисене лайăх ас туса юлнă. Ефрем ашшĕ - Кавĕрле, унăн ашшĕ Ибрай пулнă. Çак йăх та чăвашланнă тутар йăхĕнчен пулмалла. Ибрай 200-250 çул каялла пурăннă.

1670 çулсенче Вĕренер тата Йăванчă ялĕсенчи темиçе чăваш çемйи хальхи Çĕнĕ Вĕренер ялĕ вырăнне пурăнма куçнă. Çак вăхăтран малтанхи Вĕренер ял ячĕ çумне «Кивĕ» сăмах çыпăçнă. Йăвăнчă, Кивĕ Вĕренер, Çĕнĕ Вĕренер çĕрĕсем пĕр прихутра пулнă. Вĕсен чиккисене революци хыççăн анчах паллă туса уйăрнă. Кивĕ Вĕренер çыннисем çывăхри Кавал чиркÿне çÿренĕ, ял вара аяккарах вырнаçнă Бишебатман чиркĕвĕн прихутĕнче тăнă. Çак чиркĕве пĕтерсен авалхи Вĕренер ялĕпе çыхăннă хутсем Тутар Республикин архивне лекнĕ.

Ман шутпа Кивĕ Вĕренер ялĕ 1550-60 çулсенче пуçланнă теме пулать, е ялăн 555 çулне (1556 çула илсен) çитес çул уявлама пулать. Ку ман шухăш, анчах ыттисен шухăшне те пĕлес килет. Ял кунне палăртмаллах, вăхăт иртнĕçемĕн çакна çирĕплетме йывăрлансах пырĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика