14 сентября 2010 г.
Çĕр ĕçĕ мĕн ĕмĕрĕпех çăмăл ĕçсен шутĕнче пулман. Ăна парăнтарма вăй-хал та, чăтăмлăх, тÿсĕмлĕх сахалах кирлĕ мар. Кăçалхи çул вара пушшех те йывăр килчĕ çĕр çинче ĕçлекенсене. Тĕрлĕрен тĕрĕслÿ витĕр кăларчĕ çут çанталăк. Чылайăшĕсем вара ăна чăтăмлăх çитерсе чăтса тухрĕç. Вĕсен шутĕнчен пĕри те ĕнтĕ «Г.Ямуков» хресчен фермер хуçалăхĕ.
«Улми йывăççинчен аякка ÿкмест», - теççĕ халăхра. Кĕлкешри Ямуковсен те çапла, ашшĕ ĕçне ывăлĕсем малалла тăсаççĕ. Ватти çамрăккисене май килнĕ таран халĕ те ăсĕпе пулăшса пыни ку хуçалăха çитсе курсан аван курăнать. Фермер хуçалăхĕнче пулнă кун кунта пĕр 40-50 çын çĕр улми ани çинче кĕшĕлтететчĕç. Çĕр улми кăларма тытăннăранпах çын йышлăн çÿрет кунта. Анаткас, Çитмĕш, Чĕкету, Кĕлкеш ялĕсенчен пуçтарăнаççĕ, Вăрмар поселокĕнчен çÿрекенсем те пур. «Ĕçленĕшĕн укçине кашни кунах тÿлеççĕ, йÿнĕрех хакпа çĕр улмине те туянма пулать. Выльăх-чĕрлĕх валли утă-улăмĕпе те тивĕçтереççĕ. Пире мĕн кирлĕ урăх. Фермер хуçалăхĕ аталанса кăна пытăрччĕ - укçи те пулать, ĕçсĕр çапкаланса çÿрекенсем те сахалланĕç. Эрехе килĕштеререх паракан хăш-пĕр çынсем те кунта ĕçлеме килсен йÿçĕ шĕвекрен ютшăнни савăнтарать, темле вăрттăнлăх пур фермерăн, пĕлместпĕр, воспитани пама пултарать», - тет пĕр хĕр арăм (ятне хаçатра палăртма хушмарĕ).
Эпĕ пынă кун кунта васкасах çĕр улми пуçтаратчĕç, ăна çитес кунсенчех кăларса пĕтересшĕн çĕр ĕçченĕсем. Çĕр улми кăларнисĕр пуçне хуçалăхра кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене те акаççĕ. «ЧР Президенчĕ М.Игнатьев хăй тытăмлăх органĕсен ертÿçисемпе видеоконференци ирттернĕ чух сентябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне кĕрхи акана вĕçлеме тĕллев лартнă. Çакна вара фермер хуçалăхĕнче ĕçлекенсем пăхăнса пырасшăн. Ăна пурнăçлас тесен пĕччен-иккĕн ĕçленипе май килмест, коллектив тăрăшмасан нимĕн те пулмасть. Ку ĕçре вара Ю.Власов, С.Иванов, Н.Николаев, М.Иванов, В.Архипов трактористсемпе В.Обручков, В.Григорьев, В.Николаев водительсем, С.Сидоров, В.Авдеев, И.Тимофеев, Л.Дмитриев, А.Григорьев рабочисем, А.Жандаров сварщик ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Вĕсем пĕр кун сиктермесĕр ĕçе тухаççĕ, мĕн каланине яваплăха туйса пурнăçласа пыраççĕ», - тет Н.Ямуковăн кĕçĕн ывăлĕ - Валерий Николаевич пĕр тăванĕпе пĕрле хуçалăх аталанăвĕшĕн тăрăшаканскер. Паянхи куна хуçалăхра 310 гектар кĕрхи тулă акнă, кĕçех çĕр улми кăларса пĕтереççĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» тухăçĕ халичченхи пекех пысăк пулманран кăçал ăна ытти çĕре - аякри вырăнсене ăсатман, кунтах сутса пынă. Туянас текенсем вара çав тери йышлă. Эпир вĕсен хуçалăхĕнче пулнă кун та çĕр улми туянатчĕç. Райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ 60 тонна, тĕп больница 30-40 тонна туянма тесе килĕшÿ тунă. Çапла вара фермерсен туса илнĕ продукчĕ вырăнтах вырнаçса пырать. Апла пулсан хуçалăх касси те пуянланать, мĕн ĕçлени те харама каймасть.