10 сентября 2010 г.
Августăн 29-мĕшĕнче Правительство çурчĕн пысăк залĕнче республикăн иккĕмĕш Президенчĕн М.Игнатьевăн инаугураци церемонийĕ иртнĕ.
Унта пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕпе К.Никитинпа районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕшĕн тăрăшакансем, çĕрпе тухăçлă усă куракансем тата ĕçре малта пыракансем хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕç. Вĕсенчен пĕри - Н.ПЕТРОВ, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕ:
– Михаил Васильевич Игнатьев республикăри экономикăпа социаллă ыйтусене лайăх пĕлекен, пысăк курăмлă, малашлăха витĕр курса тăракан çирĕп çын. Вăл республикăн иккĕмĕш Президенчĕ пулма тивĕçлĕ пулни çĕр ĕçченĕсене хавхалантарса ячĕ тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен вăл малтанхи Президент Н.Федоров пекех йывăрлăхра пуçа усакан çын мар.
Пĕр тĕслĕх кăна илсе парам: кăçалхи шăрăх çанталăка пула тип-шар курнă ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн кăна вăл мĕн чухлĕ ĕç туса ирттерчĕ, йывăрлăхран тухма самаях пулăшрĕ. Михаил Васильевичăн республика халăхĕшĕн, унăн малашлăхĕшĕн ĕçлес кăмăл-туйăмĕ пысăк.
Аслă Чак ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.УХИН çак чаплă церемоние хутшăнни пирки çапла пĕлтерчĕ:
- Чăваш Республикин Президенчĕ пулма сĕннĕ виçĕ кандидатран шăпах Михаил Васильевич Игнатьева суйласа илни, манăн шухăшпа, питех те тĕрĕс. Мĕншĕн тесен вăл пĕрремĕш Президент Н.Федоров пекех чăн-чăн хресчен ачи, çĕр çынни, çăкăр çичĕ хут тар витĕр тухнине питех те лайăх чухлакан çын. Михаил Васильевич та Чăваш Республикин аталанăвĕшĕн, çитĕнĕвĕшĕн хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума пултарни унăн малтанхи ĕç вырăнĕнчен те, халĕ вăл тупа тунă чухне каланинчен те лайăх палăрать. Патшалăхăн влаç органĕсене, вырăнти хăй тытăмлăх ертÿçисене, бизнес-пĕрлĕхе, финанс тытăмĕсене, общество пĕрлешĕвĕсене пĕрлехи ĕçре яваплăха, пысăк профессионализм шайĕпе, малтанхи пуян опытпа усă курма вăл чĕнсе калани мана питех те килĕшрĕ. Çитĕнÿ пĕр тĕллевпе пурăнакан, вăй хуракан халăхран тата ертсе пыраканран та нумай килет.