10 сентября 2010 г.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕ ытларах социаллă ыйтусене татса парассипе вăй хурать. Вĕсем халăх интересĕшĕн тăрăшаççĕ. Ку тĕлĕшпе ЧР Президенчĕ кăларнă тĕрлĕрен программăсене пурнăçлассишĕн çине тăраççĕ.
Программисем вара питех те нумай, апла пулсан вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен те çанна тавăрсах ĕçлемелле. Чулкас ял тăрăхĕн администрацийĕнче вăй хуракансем çапла тăваççĕ те. Ял халăхĕ патне килĕрен çÿресе пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене, требованийĕсене ăнлантарнă. Унпа пĕрлех ăнăçсăр çемьесене те тимлĕхсĕр хăварман. Кăçалхи типĕ те шăрăх çанталăкра шыв проблемисене те вĕсемех татса парса кирлĕ мерăсем йышăннă.
Иртнĕ çул строительство тата ял хуçалăх министерствисем ЧР Президенчĕн «Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн çуллен ирттерекен республика конкурсне хутшăнса çĕнтерÿçĕсенчен пĕри пулса тăчĕç. Ăна комисси пысăк хак панă. Çак укçа-тенкĕпе вĕсем ялти клуба тĕпрен юсанă. Ял тăрăх территоринчи çул-йĕрсене те пăхсах тăраççĕ. Чулкас чиркĕвĕ патне çитиччен, Ямпай, Анаткас, Кивĕ Мăнтăр ялĕсен урамĕсенчи çулсене вырăн-вырăнпа вак чул сарса тикĕсленĕ, пĕвесенчи юшкăна кăларнă, ку ĕçсем малалла пыраççĕ. Ялта пурăнма пур условисем те çителĕклĕ. Çавăнпа та ялсенче выльăх-чĕрлĕх усракансем йышлă, çĕнĕ çурт-йĕр те çавăраççĕ, юсаççĕ. Патшалăх паракан çăмăллăхлă кредитпа туллин усă кураççĕ. Ку енĕпе вĕсем районта малтисенчен пĕрисем шутланаççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 34 çемье хушма хуçалăха аталантарма 5 миллион та 430 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Çынсем пурăнакан вырăнта хăтлăх кĕртес тата симĕслетес çĕрте те сахалах тăрăшмаççĕ вĕсем. Çырма-çатрасене йывăçсем лартма та çынсемпе калаçса талаççĕ. Кун пек тĕслĕхсем куç умĕнче. Акă, чиркÿ енче пурăнакан Георгий Ивановсен çемйинех илер. Вĕсем хăйсен кил-çурчĕ хыçĕнчи çырмара 100-шер тĕп ытла йывăç - тĕм лартса пĕчĕк аллея тунă. Çакă вара çырмана шыв-шур çурса каясран та сыхлать, сывлăхшăн та усăллă. Кÿршĕре пурăнакан ытти çемьесем те вĕсем пекех ĕçе тытăнсан, тарăн çырмара пĕчĕк вăрман та пулса кайĕ. Тăрăшсассăн ĕçĕ те ăнсах пырĕ.
.