10 сентября 2010 г.
1890 çулхи августăн 29-мĕшĕнче ун чухне Çĕрпÿ уесне кĕнĕ Эçпепе ялĕнче пулас паллă педагог Александр Иванович Ярлыкин çуралнă. Ашшĕ ачисене пуçламăш пĕлÿ те пулса памаллине лайăх ăнланнă, Сантăр (ача чухне ăна çапла чĕннĕ), вĕренÿ енне туртăнни çамрăкранпах палăрнă. Чи малтан вăл Эçпепери виçĕ çул вĕренмелли шкула, ун хыççăн Кавалти земство шкулне пĕтернĕ.
1903 çулхи кĕркунне пĕлĕвне ÿстерес тесе Чĕмпĕре кайнă, анчах И.Яковлев йĕркеленĕ Чĕмпĕрти Чăваш шкулне вĕренме кĕреймен: çак вăхăт тĕлне вĕренме кĕрес текенсенчен документсем йышăнма пăрахнă. Сантăр вара Тăвайĕнчи икĕ класлă училищĕне вĕренме кĕрет. 1905 çулта çуран - кĕсьере 23 пус укçа пулнă - Хусана çитет, кунти учительсен семинарине кĕме экзаменсем тытать, анчах - ăнăçсăр. Хусан хули хутлă тесе ахальтен каламан: çакăнтах юлать, пурăнмалăх укçа тĕрлĕ вырăнта ĕçлесе илет.
Вĕренес туйăм çамрăка малаллах ăнтăлтарнă, 1907 çулта тинех Çĕрпÿ хулин 4 класлă училищинче пĕлĕвне малалла тăсать, экстерн майĕпе пуçламăш классенче вĕрентекен учитель ятне илме экзамен тытать, 1910 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 1914 çулхи июлĕн 20-мĕшĕччен Çĕрпÿ уесĕнчи Тепикасси ялĕнче пуçламăш шкула ертсе пырать. Ун хыççăн вăл çар хĕсметĕнче пулать, Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăнать. 1918-мĕш çулхи çуркунне çартан таврăнать. Ăна çав çулах уесри Советсен съезчĕ Çĕрпÿ уесĕн ĕçтăвком комитечĕн членĕ, çут ĕç комиссарĕ пулма суйлать. Граждан вăрçи пынă май, учительсене виçшер уйăх хушши ĕç укçи паман. Çавăнпа та çут ĕç комиссарĕ Сĕве хулине, Совет Республикин Революци çар совечĕн председателĕ пулнă Л.Троцкий патне, тухса каять, шалу тÿлеме кирлĕ укçана унран ыйтса илет. 1918 çулхи октябрьте А.Ярлыкина Хусан кĕпĕрнин халăх вĕрентĕвĕн пайне куçараççĕ. Унта вăл кĕпĕрне ĕçтăвкомĕн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен чăваш секцине ертсе пыма тытăнать. Çак хушăрах куçарупа издательство енĕпе ĕçлекен комиссарĕ те тăрăшать, Хусанти педагогика институчĕн истори факультетĕнче вĕренет, чăваш театрне йĕркелес ĕçрен те айккинче юлмасть, литература хайлавĕсем пичетлет. Асăннă хулара пурăннă вăхăтра Александр Иванович Н.Ашмарин, Н.Никольский профессорсемпе, чăваш историйĕнче паллă йĕр хăварнă Д.Эльмен, А.Коричев, И.Максимов-Кошкинский, К.Иванов-Ванеркке тата ытти паллă çынсемпе тачă çыхăну тытать.
Чăваш Автономи облаçне туса хунă хыççăн ăна халăх вĕрентĕвĕн облаçри коллегийĕн членĕ пулма суйлаççĕ. 1921 çулхи выçлăха пула Мускав хулине куçарнă чăваш ачисем валли шкулсем уçасси унăн тĕп тивĕçĕ пулса тăрать. 1922 çулхи октябрь уйăхĕнче А.Ярлыкина Шупашкара Чăваш издательствин заведующийĕн заместителĕ пулма чĕнсе илеççĕ. Пичет оборудованине тупса килсе вырнаçтарасси, кадрсем хатĕрлекен ФЗУ уçасси ун çине тиенет. Канмасăр ĕçлени, мăшăрĕн вилĕмĕ ăна 1928 çулта тăван Эçпепе ялне куçма хистет. Кунта вăл «13 Октября» колхозăн пĕрремĕш председателĕ пулать, унсăр пуçне договор тăрăх куçару ĕçĕпе тата учебниксем хатĕрлессипе ĕçлет. Çав шутра М.Горькин «Ачалăх» повеçне те куçарать. Çичĕ çул хушши, 1937 çулхи сентябрьччен Александр Иванович районти вĕрентÿ пайĕн инспекторĕнче тăрăшать, ун хыççăн Эçпепери çичĕ класлă шкулта малтан - директор, каярах - завуч, учитель. Каярах - хурт-хăмăр ăсти, ревизи комиссин председателĕ.
1939 çулхи октябрьте буржуалла националист тесе айăпланă, юратнă ĕçрен хăтарнă. Анчах А.Ярлыкин айăплава сирсе яма пултарнă. 1944 çулхи июлĕн 25-мĕшĕнче Александр Иванович Ярлыкина ЧАССРăн тава тивĕçлĕ учителĕ хисеплĕ ята панă. Вăл 1956 çулта пурнăçран уйрăлнă.