07 сентября 2010 г.
Ырă кăмăлне, тăрăшулăхне, пултарулăхне кура хисеплеççĕ Энĕшпуçĕнчи ял тăрăхĕн тĕп специалистне Валентина Николаевна Муллинăна. Сентябрь уйăхĕнче хăй чунтан юратакан ĕçĕнче вăй хума пуçланăранпа 30 çул çитет.
Ял тăрăхĕн администрацийĕн çуртне тĕрлĕ ыйтупа пынă çынсене Валентина Николаевна яланах тĕрĕс ăнланса ырă сĕнÿсем пама, кашнинпех пĕр чĕлхе тупса ăшшăн калаçма, пулăшма тăрăшать.
«Улми йывăççинчен аякка ÿкмест»,- тенĕ ваттисем. Валентина Николаевна та хăйĕн профессине ашшĕнчен йышăнса юлнă. Николай Васильевич Муллин колхозра нумай çул счетовод пулса ĕçленĕ. Кил хуçалăхра тăрăшуллă, ырă та сăпайлă ашшĕ пулнă, ял çинче - хисеплĕ, вĕреннĕ çын шутланнă. Мăшăрĕпе Екатерина Константиновнăпа, тăватă ача çуратса çитĕнтернĕ. Виçĕ хĕрĕ те ашшĕ çулне суйласа илсе ĕмĕрĕсене бухгалтерта, экономистра ĕçлесе ирттереççĕ.
Валентина çемьере чи кĕçĕнни пулнă. Мĕн пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. 1972 çулта шкул пĕтернĕ хыççăн çамрăк хĕр ача Шупашкарти Шалти ĕçсен пайĕ çумĕнчи пушар хуралĕн пайне диспетчера вырнаçать. 1974 çулта Тĕрлемесри бухгалтерсене хатĕрлекен училищĕне вĕренме кĕрет. Çулталăкран ăна «Авангард» совхоз правленине ĕç опычĕ пухма яраççĕ. Пултаруллă специалиста правленире ĕçлекенсем тÿрех асăрхаççĕ, 1975 çултан вара кунта бухгалтер ĕçне илеççĕ. Совхоз бухгалтерийĕнче ĕçленĕ хушăрах Валентина Улатăрти ял хуçалăх техникумне куçăмсăр майпа вĕренсе пĕтерет. 1980 çулта ял халăхĕ ăна ял советĕнче ĕçлеме секретаре суйлать. Чунне парса ĕçлет çамрăк специалист. Кану кунĕ-и, уяв-и, тĕрлĕ ыйтупа киле пынă çынсен нушисене ăнланма тăрăшать. Канмалли кунсенче 2-3-мăшăр таран çырăнтарни те, çĕр хута тĕрлĕ справка çырса пама ыйтакан та пайтах пулнă, яланах çынсен кăмăлне тивĕçтерме тăрăшнă... Çапла халăх шанăçне тÿрре кăларса ĕçлеме пуçланăранпа виçĕ теçетке те чăмăртанчĕ. Мăшăрĕпе, Николай Петровичпа, виçĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ вĕсем. Асли, Оксана, Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнăскер, ялти шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ пулса ĕçлет. Вăтаммипе кĕçĕн хĕрĕсем - Иринăпа Марина - Шупашкарти ял хуçалăх академийĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Хальхи вăхăтра Ирина «Чăвашметалл» акционерсен уçă обществинче аслă специалистра, Марина вара «Акконд» акционерсен уçă обществинче химик-лаборантра тăрăшать. Хĕрĕсем пурте çемьеллĕ. Канмалли кунсенче кукашшĕпе кукамăшĕн килĕ мăнукĕсен савăнăçлă сассипе тулать.
Кăçалхи çул Валентина Николаевна Муллина хăйĕн юбилейне паллă турĕ, «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Çыннăн пурнăçĕ кунсемпе çулсен шутĕнчен мар, ырă та пархатарлă ĕçсен хисепĕпе ÿсĕнет теççĕ. Хăйĕн ĕçĕнче пысăк наградăсем тивĕçмен пулин те, чи пахи вăл - çын хисепĕ, унăн ĕçне çынсем шутлани, кăмăллă пулни.
Çав сăлтава пулах Валентина Николаевна халăх хушшинче пысăк хисепре.