07 сентября 2010 г.
Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕпе Елена Скрынникпа тĕл пулнă. Ял хуçалăхĕнче тавар туса кăларакансене, типĕ çанталăка пула инкек тÿснисене патшалăх енчен пулăшас ыйтусене сÿтсе явнă.
ЧР Президенчĕ федераци бюджетĕнчен кредит вăхăтра панăшăн тав тунă, августăн 29-мĕшĕнче Патшалăх Канашĕ республикăн 2010 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртнине пĕлтернĕ. Ял хуçалăхне пулăшма 580,25 млн тенкĕ яраççĕ, çав шутра федераци бюджетĕнчен уйăрнă бюджет кредичĕн укçи-тенки - 302,79 млн тенкĕ, республика бюджетĕнчен уйăракан хушма укçа-тенкĕ - 277,46 млн тенкĕ.
Çак укçа-тенке чрезвычайлă лару-тăру инкекĕсене пĕтерме яраççĕ: ял хуçалăх культурисем пĕтнипе 302,79 млн тенкĕ уйăраççĕ, выльăх-чĕрлĕх отрасльне пулăшма - 250 млн, вăрлăх тата хими хатĕрĕсем туянма - 27,46 млн тенкĕ.
Кунсăр пуçне пирĕн тăрăха пулăшу ĕçĕсем валли хушма укçа 907,3 млн тенкĕ килмелле. Республикăри лизинг фондне ямалли тÿлевсене 120 млн тенкĕ чухлĕ реструктуризацилеççĕ, тÿлесе татмалли вăхăта 2014-2015 çулсене куçараççĕ, çавăн пекех агропромышленноç комплексĕн организацийĕсем 650 млн тенкĕ çăмăллăх кредит илме пултараççĕ. 137,3 млн тенкĕ парăма татассине каярах вăхăта куçараççĕ.
Чăваш Ен ял хуçалăх культурисене страхлас ĕçре малтисен ретĕнче - акнă лаптăксен 60 процентне страхланă, палăртнă Елена Скрынник. Страхланăшăн тÿленине саплаштарма федераци бюджетĕнчен 138 млн тенкĕ хушма укçа уйăраççĕ.
Тĕл пулу вăхăтĕнче ялти хуçалăхсем кредит илмелли ыйтусене, çак кредитсене палăртнă срокра мар, ытларах вăхăтра тÿлесе татмалли майсене сÿтсе явнă.