07 сентября 2010 г.
Районти пур тĕрлĕ ял хуçалăх предприятийĕсем, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хальхи вăхăтра ытларах çĕр улми кăлараççĕ, çав хушăрах, çитес çулхи вăрлăхшăн тăрăшса кĕрхи культурăсене акаççĕ. Паянхи ĕçе ырана хăвармасăр вĕçлеме тăрăшать çĕр ĕçченĕ.
Кăçалхи çу ытла та шăрăх тăнине кура кĕл пек типĕ тăпра çине акса хăвармалли пирки чылай хуçалăхсем иккĕленсе тăчĕç. Чи хăюллисем вара «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикин ĕçченĕсем пулчĕç. Вĕсем районта чи малтан кĕрхи культурăсене акма тухрĕç, паянхи куна 800 гектар çинче акса хăварчĕç те, «Арабоси» агрофирма ĕçченĕсем те вĕсенчен кая юлмасăр акана тухрĕç - 750 гектар çине пĕрчĕллĕ культурăсене варăнтарчĕç. Хресчен (фермер) хуçалăхсем - «Павлов В.» - 350, «Ямуков Г.» - 300 гектар çинче , ял хуçалăх предприятийĕсем: «Шигали» - 300, «АгроВладина» - 150 гектар çинче акса хăварнă. Ытти хăш-пĕр хуçалăхсем те ку ĕçе тытăннă (кăтартăвĕсем ытлах курăмлă мар пулин те). Паянхи куна районĕпе 3025 гектар акнă. Вĕсен ĕçне хавхалантарса çумăрĕ те çуса пачĕ. Нÿрлĕ тăпрара çитес çулхи тухăçлăх, акнă вăрлăх аван çитĕнес шанчăк пысăк. Районта паянхи куна çĕртме тăвасси те кал-кал пырать, районĕпе 2752 гектар çинче çĕртме тунă.
Шăрăх çанталăка пула кăçал пĕрчĕллĕ культурăсемсĕр пуçне çĕр улми те тип-шар курчĕ. Чылай хуçалăхсенче вĕсене шутран кăларма тиврĕ. Ĕçлекен яланах майне тупать тенĕ пек вара Г.Ямуков фермер районта пурне те тĕслĕх кăтартса 60 гектарне шăварса тăрса тухăçлă çĕр улми туса илме пултарчĕ. Халичченхи çулсенче те нумай гектар çинче çĕр улми çитĕнтерекенскер, кăçал 260 гектар çинче лартса хăварнăччĕ. Анчах вĕсенне те 200 гектарне шутран кăлартăмăр. Туса илнĕ продукцине те вĕсем кăçал таçта аякри вырăнсенче мар, районтах вырнаçтарса пычĕç. Пахалăхлă продукта çынсем кăмăлласах туянаççĕ. Хамăр районсем кăна мар, юнашар районсенчен те килеççĕ вĕсем патне.
Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç те малалла пырать. Ку енĕпе «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики, «Шигали» хуçалăхпа «Арабоси» агрофирма аван ĕçленине палăртмалла. Выльăх-чĕрлĕх усракансем хĕл хырăмĕ ытла та вăрăммине самантлăха та манмаççĕ. Мĕн ĕçлени пурте хамăрăншăн, апла пулсан пирĕн паянхи ĕçе ырана хăвармасăр вĕçлеме тăрăшмалла, вара тин çитĕнÿ пулĕ.