АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрек те шанчăк, тĕслĕх ачасемшĕн

03 сентября 2010 г.

Çак сăмахсене Ыхра-Çырма ялĕнчи ĕçчен те хисеплĕ çемье - Марковсем пирки каланăнах туйăнать. Мĕншĕн çапла пуçлатăп-ха, мĕншĕн тесен вĕсен ĕçченлĕхĕ ăруран-ăрăва куçса пынă. Çемье пуçлăхĕ Павел Маркович Марков - нумай çулсем Ыхра-Çырма, Шăплат ялĕсенчи фермăсене ăнăçлă ертсе пынă.

Производствăра малта пынăшăн, выльăх-чĕрлĕх пăхакансен социализмла ăмăртăвĕсенчи пысăк кăтартусемшĕн ăна СССР Верховнăй Совет Президиумĕн Указĕпе, Ленин орденĕпе наградăланă. Вăл вăрçă тата ĕç ветеранĕ пулнă. Вăрçăн хаяр та вăрăм çулĕсенче Сталинграда хÿтĕленĕ, Берлина штурмланă, Прагăна ирĕке кăларнă. Вăл Аслă Отечественный вăрçăн иккĕмĕш степеньлĕ орденĕпе, икĕ хутчен «Хăюлăхшăн», «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн», «Берлина илнĕшĕн», «Прагăна ирĕке кăларнăшăн» тата ытти нумай медальсене илме тивĕçлĕ пулнă. Шел пулин те, вăл паянхи кун ачисемпе, мăнукĕсен пултарулăхĕпе савăнса пурăнаймасть, мĕншĕн тесен çĕре кĕнĕ. Павел Марковичăн амăшĕ те ĕçе юратакан çемьерех çуралса ÿснĕ пулнă. Хальхи вăхăтра Костромара пурăнакан Социализмла Ĕç Геройĕн, ял хуçалăх наукисен докторĕн Клавдия Васильевна Петрова профессорăн ашшĕпе пĕр тăван пулнă. Вăл ĕç страницине дояркăра ĕçлесе уçнă та, профессор таран ÿснĕ. П.Марковăн мăшăрĕ, Елена Филипповна ĕмĕр тăршшĕпех мăшăрĕ ертсе пыракан фермăра ветеринари работникĕ пулса ĕçленĕ. Павел Марковича ĕçре те, килте те пулăшса пынă. Вĕсен туслă çемйинче икĕ хĕр çитĕннĕ. Хĕрĕсем - Алевтинăпа Тамара ашшĕ-амăшĕн çулĕпе кайнă, асли - ветеринари енĕпе, тепри зоотехник пулса ĕçленĕ. Паян сăмах ытларах Тамара Павловна Григорьева çинчен пырĕ. Иртнĕ çулсен страницисене каялла уçса пăхсан, вăл пĕрре те усăсăр иртмен тесе каламалла. Килĕшекен ĕç, юратнă мăшăр, ачасем, куç тулли мăнукĕсем тата урăх мĕн кирлĕ... Тамара Павловна 1950 -мĕш çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕнче Ыхра-Çырма ялĕнче çуралнă. Ача чухне ыттисенчен нимĕнпех те уйрăлса тăман - ялти шкулта вĕреннĕ, унтан Урнарти вăтам шкула çÿренĕ. Каярахпа ашшĕпе амăшĕнчен тĕслĕх илсе, вăл Вăрнарти совхоз техникумне вĕренме кайса кĕрет. Унтан зоотехник специальноçне илсе тăван хуçалăха ĕçлеме таврăнать. Вăл Пысăк Енккассинчи ĕне тата сысна фермисенче зоотехникре ĕçлеме пуçлать. Çамрăк специалиста, кăштахран, тăрăшса ĕçленине тата пултарулăхне кура ферма заведующине лартаççĕ. Тамара ашшĕ çулĕ çине тăрса пысăк ферма коллективне нумай çул ертсе пырать. Вăл ĕçлекен ферма ĕçченĕсем сысна амисенчен нумай çурасем илсе тата пĕр ĕне пуçне нумай сĕт суса хуçалăхра та районта та малтисен ретĕнче пĕрре кăна мар пулаççĕ. «Районти чи лайăх ферма» ята, куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялава, вымпелсене, Хисеп грамотисемпе дипломсене, хаклă парнесене пĕрре кăна мар çĕнсе илет ĕçчен коллектив. Çак çитĕнÿсене Тамара Павловна пĕлсе ертсе пынипе коллектив çĕнсе илме пултарнă. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна вуннăмĕш пилĕкçуллăх заданийĕсене тата социализмла обязательствăсене пурнăçлас тĕлĕшпе тунă пысăк çитĕнÿсемшĕн Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотипе наградăлаççĕ. Ĕçре ырă тĕслĕх кăтартнăшăн, чунтан тăрăшса ĕçленĕшĕнех вăл «Районти чи лайăх ферма заведующийĕ» ята та темиçе хутчен те тивĕçнĕ. Ял халăхĕ тата ферма коллективĕ ăна хисеплесе те шанса Пысăк Енккасси ял Совечĕн, Вăрмар район Совечĕн депутачĕсем пулма темиçе хутчен те суйланă. «Коммунизмла ĕç ударникĕ», «Социализмла ăмăртăвăн çĕнтерÿçи», «Пилĕкçуллăхăн ударникĕ» ятсене те тивĕçнĕскер, вунă çул пĕр улшăнмасăр Чăваш парти обкомĕн членĕн кандидачĕ пулнă. Ĕçри çитĕнÿсемшĕн ăна «Ĕç ветеранĕ» медальпе те наградăлаççĕ. Тамара Павловнан ĕç биографийĕ питех те пуян та анлă, ун çинчен темиçе страница пĕр вĕçĕмсĕр çырса кайма пулать. Кăштах çемйи çинчен те шăрçалар. Вăл Пысăк Енккасси ялĕнчи хăй пекех ĕçчен те харсăр каччăпа - Николай Петрович Григорьевпа пĕрлешсе çемье çавăрать. Сăмах май каласан, Николай Петрович та ялта ятлă-сумлă çын. Вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ. Григорьевсем иккĕшĕ те ял хуçалăхĕнче ĕçлесе чапа тухнă тесен пĕрре те йăнăшмастăп. Çак туслă та ĕçчен çемье ачисене те ĕçе хăнăхтарса çынна хисеплеме вĕрентсе ÿстернĕ, çунат парса тĕнче тăрăх вĕçтернĕ. Вĕсен - пĕр ывăлпа икĕ хĕр. Асли Андрей республикăри госнаркоконтроль службинче вăй хурса подполковнике çитнĕ. Вăталăххи, Алина Çĕрпÿ хулинчи апатлану системинче, кĕçĕнни -Татьяна Чăваш Республикин следстви управленинче аслă следовательте ĕçлеççĕ. Халĕ ашшĕпе амăшне тăватă мăнукĕ хаваслă куллисемпе савăнтарать.

Тамара Павловна 60 çул тултарнă пулин те çамрăк чухнехинчен пĕрре те кая мар, ĕçчен те вашават, сăнĕпе те ватăлма пĕлмест. Мăшăрĕпе картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, кил-çуртне тирпейлĕ тытаççĕ, çуллахи кунсенче кил- çурт йĕри-тавра ÿсекен тĕрлĕрен хитре чечексем тавралăха илем кÿрсе лараççĕ. Унтан та ытларах Григорьевсен килĕнче хĕллехи кун та пĕр-пĕр оранжерейăри пек тĕрлĕ йышши чечексем çитĕнеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсен килне ялта пĕр-пĕр мероприяти пулнă чухне ятарласа экскурсине кайса кураççĕ.

«Ĕмĕр сакки сарлака», - тетпĕр чылай чухне. Анчах та пурăннă чухне çыннăн пурте лайăх, сывлăх пулсан ĕмĕр сакки ытла та сарлака пулнине туйса та юлаймастăн пулĕ. Тамара Павловна та 60 çула çитнине туймарăм та тет хăйĕн кун-çулĕ пирки калаçнă май. Апла пулсан ăна малашнехи кун-çулта ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу, вăрăм ĕмĕр сунмалли кăна юлать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика