АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисепе тивĕçнĕ

03 сентября 2010 г.

«Ĕçре илнĕ ырă ят вăй-хал парать», - тесе ахальтен каламан ватăсем. Пысăк Енккассинчи Культура çуртĕнче художествăлла пултарулăх ертÿçи пулса вăй хуракан Николай Николаевич Гаврилов пирки те çакнах каламалла.

Нумай çул хушши вăл ялти Культура çуртĕнче ачасен «Шанчăк» фольклорпа инструментсен ансамбльне ертсе пырать. Çамрăк ăрăва юрă-кĕвĕ ăсталăхне, тавралăх илемне курма, ăна туйма вĕрентет. Вăл тăрăшнипе Культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕ те районта пĕрре кăна мар малти вырăнсене йышăннă. «Шанчăк» ансамбль районта, республикăра лауреат ятне тивĕçнĕ. Çак ĕçре вара Николай Николаевичăн тÿпи пысăк. Ĕçне кура - хисепĕ. Культура ĕçĕнче пысăк ÿсĕмсем тунăшăн Николай Николаевич Гаврилова «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă. Иртнĕ кунсенче районта пулса иртнĕ канашлура çак ятпа ăна Чăваш Республикин суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн министрĕн ĕçĕсене туса пыраканĕ Л.Петрова саламласа удостоверени тата знак панă.

Паянхи кун та Николай Николаевич хăйĕн юратнă профессипе тăрăшса вăй хурать, çамрăксем пе, аслăрах ăрурисемпе концертсем лартать, вырăнти халăха юрă-ташăпа савăнтарть.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика