03 сентября 2010 г.
«Чувашсетьгаз» уçă акционерлă обществăн «Куславккамежгаз» филиалĕн Вăрмарти газ участокĕн коллективĕ хăйĕн профессиллĕ уявне ĕçри çитĕнÿсемпе кĕтсе илет. 44 çынран тăракан коллектив районти пур ялсене те çут çанталăк газĕпе тивĕçтерсе тăрать.
«Чăваш Республикин Президенчĕн 2003 çулхи «Чăваш Республикин ялĕсене газ кĕртессине вĕçлесси çинчен» Указне пурнăçласа районти 8172 киле çут çанталăк газĕпе ăшăтаççĕ, 776 çын газ балонĕпе усă курать, - тет газ участокĕн начальникĕ Николай Георгиевич Васильев.
Кашни çулах 100-шер киле газ кĕртеççĕ. Иртнĕ çул 123 килте «кăвак çулăм» ялкăшма пуçланнă.
Кăçалхи ĕçсем те курăмлă. Çичĕ уйăхра 12 миллион тенкĕлĕх ытла ĕç тунă. Арапуçĕнчи ваттисен çуртĕнче те кĕçех газ çунма тытăнĕ. Ара çырми урлă каçакан 219 миллиметрлă пăрăхсене 150 тата 180 метр тăршшĕ çĕннисемпе улăштарнă. Кашни çулах газ парса тăрассипе йĕркелекен икшер пункт (ГРП) юсаса тăраççĕ.Кăçал административлă çурта юсама 3 миллион тенкĕне яхăн тăкакланă. Çĕр айне хунă пăрăхсем кивелсе пынă май, вĕсене çĕнетме тивет. Газ пăрăхĕсене сăрласси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ коллектив членĕсем.Хуть те мĕнле участокра та ĕç ăнăçлăхне кадрсем татса параççĕ. Н.Васильев ку коллектива ăнăçлă ертсе пырать. А.Романовпа В.Михайлов (ÿкерчĕк çинче) мастерсем кунта нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа тăрăшаççĕ. В.Эверсковпа Б.Филиппов слесарьсем, А.Кузьмин, А.Григорьев сварщиксем, складсен заведующийĕ М.Кузьмина чылайранпах ĕçлеççĕ. В.Игнатьев водитель, Л.Егоровапа М.Матвеев диспетчерсем пирки те лайăххине кăна каламалла.
Кирек мĕнле ĕçре те пĕр сăкăлтăксăр пулмастех ĕнтĕ. Газпа усă курнă чухне те курма пултараççĕ вĕсене: е сÿнсе ларать, е газ шăрши тухса тулать. Çавăн чухне тÿрех авари службине 04 номерпе шăнкăравлатпăр. Ю.Макаров ертсе пыракан 13 çынран тăракан ушкăн талăкĕпех дежурствăра тăрать. Авари автомашинине çĕнĕ оборудованипе пуянлатнă.
- Çитес çул телеметри меслечĕпе усă курма пуçлатпăр. Лару-тăру мĕнле пулнине вырăна тухмасăрах пĕлсе тăма пултаратпăр, - терĕ Николай Георгиевич хăйсен ĕçнепĕтĕмлетсе.