03 сентября 2010 г.
Пĕлÿ кунĕ чăннипех те халăх уявĕ. Çак кун кашни шкулсенех халăх пуçтарăнать. Республикăри 503 шкул алăкĕсем 126 пин ачана, районти 18 шкул (вĕсенчен 5-шĕ вăтам пĕлÿ параканни, 12-шĕ - тĕп, пĕри пуçламăш классене вĕрентекен шкулсем) 2855 ачана кĕтсе илсе яриех уçăлчĕç, шăнкăрав сасси классене йыхăрчĕ.
Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул.
Сентябрĕн 1-мĕшĕ Мăнçырма ачисемшĕн чăн-чăн пысăк уяв пулчĕ. Çак кун 170 çамрăк ăрушăн парта хушшине ларма пĕрремĕш шăнкăрав янăрарĕ. Вĕсенчен пĕрремĕш класра вĕренекенсем 13 ача пĕрремĕш хут пĕлÿ тĕнчине ура ярса пусрĕç. Шкул ачисене, вĕренекенсене Пĕлÿ кунĕпе саламлама Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн заместителĕ Г.Васильев, Мăнçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Семенов, районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ А.Кондратьев, «Павлов Вячеслав Федорович» хресчен-фермер ертÿçи В.Павлов, Мăнçырмари Тихвински Турă Амăшĕн Турăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид Ермолаев килнĕ. Вĕсем палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра пахалăхлă пĕлÿ илме пур условисем те пур. Ку тĕлĕшпе ятарлă программăсем ĕçлеççĕ. «Чăваш Ен ачисем» республика программи шайĕнче те, «Раççей ачисем» федераци программи шайĕнче те палăртнă ачалăха сыхламалли нумай ырă ĕç пурнăçа кĕрет те ĕнтĕ. Уйрăмах сывлăх сыхлавĕн, вĕрентĕвĕн, культурăн, социаллă пурнăçăн сферисенче. Сывă ача - çĕршыв малашлăхĕ. Çавăнпа та эпĕ çамрăксене ырă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, спортпа туслă пулма, лайăх вĕренме сунатăп», - терĕ К.Никитин.
Вăрмар поселокĕ. Пĕлÿ кунĕнче Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ шкулта та ир-ирех илемлĕ кĕвĕ сасси янăраса чăннипех те уяв иккенне систерчĕ. Çанталăк ăшах маррине кура ачасене халичченхи пек стадионта мар, шкулти спорт залĕнче линейкăна пуçтарчĕç. Савăнăçлă саманта Л.Петрова шкул директорĕ уçрĕ, вĕренÿре ăнăçусем сунчĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ - вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов саламларĕ: «Паянхи кун пирĕн ачасен пĕлÿ шайне, тавракурăмне ÿстерме пур условисем те пур. Вĕрен кăна - ан ÿркен. Вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшĕсене чăтăмлă, тимлĕ пулма, ачасене лайăх паллăсем кăна илме, пултарулăха аталантарма, тавракурăма ÿстерме ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунатăп. Пĕрремĕш класа каякансене уйрăмах саламлатăп, яланах тăрăшса вĕренекен ачасем пулăр», - терĕ Юрий Васильевич.
Унтан районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ И.Константинов тата ыттисем те вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа пурне те саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç.
Савăнăçлă линейкăра вĕренÿре ÿсĕмсем сунса иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕç, тĕрлĕ олимпиадăсемпе конкурссене хутшăнса лайăх результатсем кăтартнă ачасене Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем пачĕç. Пĕрремĕш класа тин ура ярса пуснисем сăвăсем каларĕç. Пĕрремĕш шăнкăрав янăраса кайнă хыççăн, аслă классенче вĕренекенсем пĕчĕккисене хăйсен класĕсене ăсатса ячĕç, вĕренÿре малта пыма сунса театрализациленĕ пĕчĕк сценкăсем лартса пачĕç.
Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул.
Кăçал асăннă шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне уйрăмах тĕплĕн хатĕрленнĕ. Çавна май капиталлă юсав ĕçĕсем пурĕ 2 миллион та 692 пин тенкĕлĕх туса ирттернĕ. Ку укçа-тенкĕпе шкула, ача садне тĕпрен юсанă. Пĕлÿ кунĕнче ачасем хăйсене çĕнĕ шкула кĕнĕ пекех туйрĕç. Вĕрентекенсем те вĕсене хаваслăн, ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Вĕсен хушшинче çамрăк учитель тăван яла вĕрентме килни те савăнтарчĕ. Вĕренекенсене Пĕлÿ кунĕпе саламлама Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Е.Вавилова, райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ А.Енькова, ашшĕ-амăшĕсем килнĕ. Вĕсем çамрăк ăрăва шкулта лайăх вĕренсе пыма çирĕп сывлăх, çутă малашлăх, вĕрентекенсене шкул чысне малашне те çÿллĕ шайра çĕклеме, ачасен пĕлÿ пахалăхне лайăхлатма, районта, республикăра иртекен конкурссене хутшăнса çĕнтерÿçĕсем пулма сунчĕç.