АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван ене манмасть

31 августа 2010 г.

Тăван тăрăхран аякра пурăнакансене çуралнă кĕтес темрен те паха. Çавăнпах ĕнтĕ Кавал ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Александрович Адюков, халĕ Ямал-Ненецк автономи округĕн Ноябрьск хулинче пурăнаканскер, кашни çулах çулла тăван ялĕнче пулма тăрăшать.

Спортпа туслăскер пирки уйрăм калаçу. Тăван ял шкулĕнче вĕреннĕ чухнех вăл йĕлтĕрпе чупса ăмăртнă. Канашри педагогика училищинчен вĕренсе килнĕ И.Таратин секцире ирĕклĕ майпа кĕрешме вĕрентме тытăнсан, районта тата республикăра ирттернĕ ăмăртусене тăтăшах хутшăннă, лайăх результат кăтартнă. Çар службинче те спорта пăрахман ентеш.

Ун хыççăн Тутарстанри Васильевăри автотехникума вĕренме кĕнĕ, 6 çул хушши Нефтеюганск хулинчи автоколонна начальникĕнче тăрăшнă. Часах Николай Александрович Ямал-Ненецк автономи округĕнчи Ноябрьск хулине ĕçлеме куçать. Вăл вăхăтра 46 çула çитнĕскер штанга йăтассипе ирттерекен ăмăртусене хутшăнма пуçлать. 2000 çулта спорт мастерĕн кандидачĕн нормине пурнăçлать. Ултă çул хушши Раççейре мала тухассишĕн ирттерекен ăмăртусене хутшăнса виçĕ хутчен виççĕмĕш вырăн йышăнать. Каярах пысăк çитĕнÿсем те пулнă, паян вара урăххи çинчен калас килет - манмасть тăван Кавала, вăхăт тупсанах кунта килме тăрăшать. Ÿкерчĕк çинче вăл Вăрмарти пĕлĕшĕсемпе.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика