АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрхануллă пулма нумай кирлĕ мар

31 августа 2010 г.

Кĕçех вĕренÿ çулĕ пуçланать. Çак вăхăта вара кашни ашшĕ-амăшĕ тата вĕсен ачисем тахçанах хатĕрленме тытăннă ĕнтĕ, ку тĕлĕшпе укçа-тенкĕсĕр май килменнине пурте питĕ лайăх пĕлетпĕр. Анчах та çул-йĕрсем çинче тата ытти вырăнсенче асăрхануллă пулма укçа кирлĕ мар.

Çавăнпа та пирĕн, вĕрентекенсен, ашшĕ-амăшĕсен ачасене шкула кайиччен асăрхануллă пулма хăнăхтармалла. Асăрханулăх вара кашни утăмрах кирлĕ тесен пĕрре те йăнăшмастăп: çул çинче, шкулта, класра... Районти чылай ялсенчи шкулсем çывăхĕнче автомобиль çулĕсем пур, унта вара автомашинăсем умлăн-хыçлăн вирхĕнсе иртеççĕ. Хăш-пĕр водительсем шкул умĕнчи ятарласа лартнă паллăсене те пăхăнмаççĕ, автомашинăсен хăвăртлăхне пĕчĕклетмесĕрех иртсе каяççĕ. Çакă вара ачасем умне, уйрăмах тин шкул сакки çине лараканнисемшĕн, хăрушлăх кăларса тăратать. Çавăнпа та водительсен автомашинăпа шкул умĕнчен иртсе пынă чухне ачасем çинчен шухăшласан пĕрре те начар пулмĕччĕ. Уроксем хыççăн ачасем килте ларччăр, урама тухса ан çÿреччĕр тесе тăрăшатпăр. Кун пек чухне те ача мĕнпе интересленнипе кăсăклансах тăмалла, мĕншĕн тесен вĕсем халĕ ытларах интернетпа ларма юратаççĕ:тĕрлĕрен вăйăсем выляççĕ, унтан та ытларах интернетпах ачасем кирлĕ-кирлĕ мар информацисем те илме пултараççĕ. Хăш-пĕр чухне вĕсем хăйсем сисмесĕрех ăс-тăна хавшатакан, психика çине витĕм кÿрекен информаци илсе интернетри усал шухăшлă çынсен серепине лекме пултараççĕ. Çапла вара экстремистла ушкăнсен «тарçисем» пулса тăрасран, пирĕн аслисен, ачасем мĕнпе интересленнине тĕрĕслесех тăмалла. Ку темăпа калаçусем ирттерни те пăсмасть. Ашшĕ-амăшĕн те ачисемпе пур енĕпе тимлĕ те сыхă пуласчĕ. Асăрхануллă пулма нумай кирлĕ мар.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика