АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул автобусĕпе пуянланчĕç

31 августа 2010 г.

Хальхи вăхăтра районти 6 шкулта шкул автобусĕ - 10, микроавтобус 2 пур. Вĕсем районти яллă 35 вырăнтан 452 ачана шкулсене турттараççĕ.

Кашни çулах çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн вĕсене техосмотр кăлараççĕ. Акă кăçал та вĕсене поселокри тĕп площадьре пĕр ретĕн лартса тухнă. Райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов, районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ А.Кондратьев шкул автобусĕсем, вĕсемпе çÿрекен водительсем çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче ачасене турттарассипе мĕнлерех хатĕрленнипе тĕрĕслÿ ирттернĕ. Кашни автобус техосмотр витĕр тухнă.

«Шкул автобусĕ» программăпа килĕшÿллĕн кăçал август уйăхĕнче Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула çĕнĕ автобус уйăрса панă. Çĕнĕ шкул автобусĕпе вĕсем малашне Кĕтеснер, Çĕнĕ Шулхан, Эçпепе ялĕсенчи шкул ачисем база шкулне çÿреме тытăнĕç.

Шкул директорĕсемпе, шкул автобусĕсен водителĕсемпе Ю.Соколов, А.Кондратьев пĕтĕмлетÿ тунă, умра тăракан задачăсене палăртнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика