АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пылăн усси пысăк

27 августа 2010 г.

Вĕлле хурчĕсен пылĕ апат-çимĕç кăна мар, эмел те шутланать. Çавăнпа унпа халăх медицининче анлăн усă кураççĕ. Пылра этемшĕн питĕ кирлĕ япаласем пур: кальци, фосфор, кали, йод тăварĕсем, тимĕр, хлор, бор, марганец, пăхăр, кĕмĕл, цинк, молибден, кремни. Çавăн пекех пылра ради пуррине те палăртнă.

Çут çанталăкра пыл паракан материалсем мĕн чухлĕ, çавăн чухлĕ пыл сорчĕсем пуррине палăртаççĕ. Пирĕн тăрăхра мĕнле пыл сорчĕсем пур-ха;

ХУРА ТУЛ ПЫЛĔ - хĕрлĕрех тĕксĕм тата хăмăр тĕксĕм тĕслĕ. Унта, ытти пылсемпе танлаштарсан, белокпа тимĕр нумайрах. Çавăнпа хура тул пылĕпе сахал юнлă (малокрови) çынсем ытларах усă кураççĕ.

ÇĂКА ПЫЛĔ - çутă сарă тĕслĕ. Çак пыл бактерисемпе лайăх кĕрешет, шыçăсене чарать. Ангина, бронхит, ларингит, сунас чирĕсемпе аптăракансемшĕн усăллă. Çавăн пекех чĕре мыщцисене çирĕплетет, вар-хырăм хирĕçнине чакарать, пиçсе кайнă вырăнсене хăвăртрах ÿт илтерет.

УЙРИ ЧЕЧЕКСЕН ПЫЛĔ те лайăххисен шутне кĕрет. Ăна вĕлле хурчĕсем хура çырла, талпиçен, кушак курăкĕ, сив курăкĕ тата ытти курăксен чечекĕсем уйăракан нектартан хатĕрлеççĕ.

Мĕнлерех чечек ытлараххине кура пыл хĕрлĕрех сарă тĕс таран пулать. Çак пылăн микробсене хирĕç тăраслăхĕ пысăк. Нерв системине те лăплантарать. Ыйхă килменнипе аптăрасан, чĕре тикĕс тапмасан, пуç, кăкăр шăммисем пĕрлешнĕ тĕлте ыратсан усă курма сĕнеççĕ.

УЛМА-ÇЫРЛА ПАХЧИНЧЕ ПУХНĂ ПЫЛ - сарă-хĕрлĕ тĕслĕ. Хăш чечек тусанĕ ытларах пулнине шута илсе, улмуççи, груша, черешня тата ытти ят параççĕ.

АКАЦИ ПЫЛĔ - лайăх сортсенчен пĕри, çутă тĕслĕ, витĕр курăннăн туйăнать. Сывлăха çирĕплетет, ыйхă килменнисемшĕн питĕ сиплĕ, пÿре, вар-хырăм чирĕсенчен сывалма пулăшать. Микробсене хирĕç тăраслăхĕ пысăк.

ÇУЛÇĂ ПЫЛĔ (хура пыл) - ăна вĕлле хурчĕ чечексенчен нектар пухма май çук чухне пуçтарать. Ытларах çăка çулçи çинчен пуçтараççĕ. Ку пыла хурт-хăмăра хĕл каçма хăварма кирлĕ мар. Унпа хурт-хăмăр хĕл каçнă чухне вар-хырăм чирĕпе аптрама пултарать.

УЛĂХ-ÇАРАН ПЫЛĔ - улăх-çаранти чечексен нектарĕнчен хатĕрленĕскер. Нумай тĕрлĕ микробсенчен сыхланма лайăх пулăшать. Шăнса пăсăлсан та усăллă.

Мĕн авалтан пылăн усси пысăк пулнине палăртнă. Çавăнпа хурт-хăмăра коллективлă хуçалăхсенче те, харпăр-хăйсен кил хуçалăхĕсенче те ытларах ĕрчетме тăрăшмалла. Пулнă тăкаксене хурт-хăмăр хăвăртах тавăрать.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика